Тăкака пĕчĕклетмелле, тухăçа ӳстермелле
Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пурăнмалли вырăнпа коммуналлă хуçалăх тата энергетика организацийĕсен представителĕсемпе канашлу ирттернĕ.
Коммуналлă инфратытăм объекчĕсене модернизацилессипе, энерги ресурсĕсене коммерци шутне хумалли автоматизациленĕ тытăма пурнăçа кĕртессипе, пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхне аталантарассипе çыхăннă тата çав отрасльсенчи çивĕч ыйтусене сӳтсе явнă. Олег Николаев вĕсен йышне чи малтанах кивелнĕ тĕп фондсене, оборудованисен пĕчĕк тухăçлăхне, энерги нормативра пăхнинчен чылай нумайрах пĕтернине кĕртнĕ. Çак тата вун-вун çула тăсăлса пынă ытти çитменлĕхе комплекслă, системăллă майпа пĕтерме сĕннĕ, инфратытăма çĕнетмешкĕн энергие нумай пĕтерекен, тухăçлă мар тăкаксенчен пăрăнас тĕллевпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма, оборудование эксплуатациленĕ чухне оптимизаци мелĕсемпе усă курма чĕнсе каланă.
«Рынокра инвестицисемпе тивĕçтерме май паракан финанс меслечĕсем тата технологисем нумайлансах пыраççĕ. Çав вăхăтрах отрасльсен ĕç-хĕлне тарифсем мĕнле пулассине малтанах пĕлсе тăрса, организацисен аталанма май паракан рентабельноçне тытса тăрса йĕркелемелле. Пирĕн сирĕнпе çак çулпа малаллах каймалла. Ку тытăмăн шанчăклă, тухăçлă ĕçлемелле, пулăшу ĕçĕсен хакĕ çынсене тивĕçтермелле», — тенĕ Олег Николаев. ЧР финанс министрне Михаил Ноздрякова канашлура сӳтсе явнă ыйтăва тишкерсе татса памалли çул-йĕре хатĕрлеме хушнă.
www.hypar.ru Фото cap.ru
Комментировать