Етӗрне районӗн ҫыннине пулӑ тытнӑшӑн айӑпланӑ
Етӗрне районӗн прокуратури вырӑнта пурӑнаканӑн айӑплавне пӑхса тухнӑ.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче пулӑ тытма юраман тапхӑр пирки пӗлсех 62 ҫулти арҫын Сӑр юхан шывӗ патне ҫитнӗ. Унӑн сӗрекине лекнӗ пулӑсен шутӗнче темиҫе тӗрлӗ тӗс те пур. Пурлӑх тӑкакӗ 7 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннине тата пурлӑх тӑкакне саплаштарнине шута илсе ӑна 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ҫапла вара саккуна пӑхӑнмасӑр тупӑш тума хӑтланни ӑна тӑкак ҫеҫ тӳстернӗ.
www.hypar.ru Fishes.by сăн ÿкерчĕкĕ
Комментировать