Пӗр кунта - икӗ пушар
Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене яланах асра тытмалла та, анчах ҫынсем ҫакӑн пирки чылай чухне инкек тӳссен ҫеҫ шухӑшласа илеҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 722 пушар тухнӑ. Ҫулӑма пула 28 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 35-ӗн суранланнӑ. 42 ҫынна ҫӑлнӑ. Ҫапларах пӗлтереҫҫӗ Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗнче паянхи статистикӑпа паллаштарнӑ май.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта Советски урамӗнчи пӗр ҫуртӑн стенине ҫулӑм хыпса илнӗ. Сӑлтавӗ электрогазосварка ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнманнинче теҫҫӗ. Рабочисем ҫуртӑн 1-мӗш хутӗнче вырнаҫнӑ уйрӑм офис пӳлӗмӗнче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Сварка вӑхӑтӗнче тухнӑ ҫулӑма хӑйсем тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ, анчах чарайман. МЧС ӗҫченӗсем пушара 10 минутран сӳнтернӗ.
Каҫхине Шупашкарти Калинин районӗнчи Тургенев урамӗнче вырнаҫнӑ икӗ хваттерлӗ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Унта пурӑнакан 58 ҫулти арҫын шар тӳснӗ. Пушар мӗнле сӑлтавпа тухни хальлӗхе паллӑ мар.
www.hypar.ru Фото mchs.gov.ru
Комментировать