Республика ертӳҫи ТЭЦ-3 предприяти ĕçне хакланă
Паян Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май Олег Николаев ТЭЦ-3 предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕ.
«Т Плюс» Мари тата Чăваш республикисенчи филиалĕн директорĕ Сергей Ушаков пĕлтернĕ тăрăх, компани халăха ăшăпа туллин тата чăрмавсăр тивĕçтерессине тĕпе хурса ĕçлет. Иртнĕ çулхи ăшă памалли тапхăра кăлтăксăр вĕçленĕ. Хальхи вăхăтра предприятире планпа палăртнă юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Çавна май хĕллехи вăхăтра хула çыннисене ăшăпа тивĕçтерес тĕлĕшпе кĕтменлĕхсем пулас çук.
«Пĕр турбинăна салатнине куртăмăр, ăна юсаççĕ. Юсавçăсем, тĕпрен илсен, ТЭЦ территорийĕнче кăна мар, ăшă сечĕсен таврашĕнче те ĕçлеççĕ. Ку ĕç-хĕле комплекслă пурнăçламалла», — терĕ Олег Алексеевич.
www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем
Комментировать