Районсемпе хуласем республика гимнне пĕрле шăрантарĕç

27 Мая, 2020

Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Енре онлайн мелпе "Славься, Чувашия" ("Мăнаçлан, Чăваш Ен") марафон пуçланнă. Ăна Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă.

Марафон çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕччен пырĕ, унта Чăваш Енри пур муниципалитет центрĕ те хутшăнĕ. Акци Хĕрлĕ Чутай районĕнчен пуçланнă, Шупашкар хулинче вĕçленĕ.

Марафонăн тĕллевĕ — районсен официаллă паллисене, мăнаçланакан вырăнĕсене кăтартасси тата халăха районсемпе хула округĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарасси, ӳсекен ăрура патриотлăх туйăмне вăратасси. Çакна пĕтĕмпех Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă. Çавăн пекех видеороликсенче Чăваш Енри районсемпе хуласен гимнĕсем янăрĕç.

Акцие #ВместеПĕрле хештег çыхăнтарать. Флешмоб пĕтĕмлетĕвĕнче республикăри пур районпа хула пĕрле Чăваш Республикин гимнне шăратарĕç.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментировать