«Чӑвашкино» «Фотообъективри Чӑваш Ен» проектпа паллаштарать

21 Мая, 2020

 

Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ май «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документаци архивӗ "Фотообъективри Чӑваш Ен" проектпа паллаштараҫҫӗ. Вӑл электрон кӑларӑмсенчен тӑрать.

Проект сӗнекен материалсем Чӑваш Ен историйӗпе кӑсӑкланакансемшӗн тата тӑван ен патриочӗсемшӗн усӑллӑ. Фото тата видеоӗҫсемпе паллашсан тӑван тавралӑх илемне тата ытларах асӑрхама, чӑваш культурипе ҫине тӑрса кӑсӑкланма тытӑнатӑн.

Ҫавӑн пекех "Чӑвашкино" патшалӑх киностудийӗ "Чӑваш автономийӗ: шырав, тӗрекленӳ, аталану" электрон куравпа паллашма сӗнет. Унта Чӑваш Республики йӗркеленӗвӗн историйӗпе ҫыхӑннӑ документсене (1918 ҫултан пуҫласа) курма пулать. Ҫав хутсенче Чӑваш Енӗн экономика, культура, социаллӑ аталанӑвӗн тӗп тапхӑрӗсем ҫинчен каланӑ.

Унсӑр пуҫне уйрӑм ҫынсен архивра упранакан фончӗпе те паллашма пулать.
Тӑван ен историйӗ ҫинчен пӗлнине пуянлатас тесен ҫак курава ҫеҫ ҫитсе курмалла.

www.hypar.ru Фото cap.ru

Рубрика: 

Комментировать