Пӗчӗк бизнеса кризисран ҫӑлнӑ та ҫурма финала тухнӑ

21 Мая, 2020

Чӑваш Ен команди Стратегипе бизнес управленийӗн пӗтӗм тӗнчери Global Management Challenge чемпионачӗн ҫурма финалне тухнӑ. Ҫак ӑмӑртӑва Раҫҫей экономика аталанӑвӗн министерстви тата РАНХиГС ирттереҫҫӗ.

"Мой бизнес" центрсен ертӳҫисенчен тата унта хутшӑнакансенчен, предпринимательсенчен тӑракан 97 командӑран 23-шӗ ҫурма финала тухма тивӗҫнӗ. Ҫав шутра - Чӑваш Енри "Новое время_Чувашия" команда та. Унӑн йышӗнче: Василий Викторов, Александр Михайлов, Николай Кузьмин, Александра Григорьева тата Евгений Иванов. Веб-конференцире панӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ вӗсем: командӑн пӗчӗк бизнеса кризис вӑхӑтӗнче мӗнле ҫӑлмаллине шухӑшласа тупмалла пулнӑ.

Ҫак проектри чи лайӑх командӑсем Global Management Challenge 2020 ҫулхи кӗркунне Мускавра чемпионатӑн наци финалне хутшӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне стратегипе бизнес управленийӗ енӗпе сертификатсене тивӗҫӗҫ.

Сӑмах май, Стратегипе бизнес управленийӗн пӗтӗм тӗнчери Global Management Challenge чемпионатне 1980 ҫулта Португалире никӗсленӗ. Раҫҫейре ӑна 2006 ҫултанпа ирттереҫҫӗ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать