Шупашкарти шкул ачисем «Реликвии войны» акцие хутшӑнаҫҫӗ

6 Мая, 2020

Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ «Реликвии войны» акци ирттерет. Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Шупашкарти шкулсенче 1-11-мӗш классенче вӗренекенсем документ материалӗсен сӑн ӳкерчӗкӗсене кӗске информаципе соцсете вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ачасем видеороликсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӗн ҫемье реликвийӗ ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ.

Акцие хутшӑннӑ ачасен ӗҫӗсемпе Инстаграмра #РеликвииВойны, #ЧебоксарыПомнят, #ПамятьСердца, #АсраТыт хештегсемпе паллашма пулать. Хальлӗхе 300 ытла ҫын видеоролик вырнаҫтарнӑ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать