Волонтерсене автомобильпе тивӗҫтернӗ

17 Апр, 2020

Автомобиль компанийӗсен ушкӑнӗ #МыВместе ("Эпир пӗрле") Пӗтӗм Раҫҫей акцине хутшӑнакан волонтерсене 2 ҫӑмӑл автомобильпе тивӗҫтернӗ - ҫапла майпа коронавируспа кӗрешме пулӑшу кӳнӗ.

Ку вара волонтерсемпе медицина ӗҫченӗсене йывӑр лару-тӑрури ҫынсем патне хӑвӑртрах ҫитме май парӗ. Автомобильсем тӗрӗслев витӗр тухнӑ, вӗсене ҫынна куҫма пултаракан чир-чӗр лекесрен тасатнӑ. Компани малашне те ҫакнашкал тӗрӗслевсем ирттерӗ.

Игорь Филиппов, "Медик-волонтерсем" Пӗтӗм Раҫҫейри общество юхӑмӗн регионти координаторӗ ҫак пулӑшушӑн тав тунӑ. Ку ҫӑмӑл мар вӑхӑтра коронавируспа кӗрешме пурте пӗрле тӑрӑшнин пӗлтерӗшне палӑртнӑ.

- Пирӗн кирек хӑш вӑхӑтра та пулӑшу пама хатӗр волонтерсем пур, - тенӗ вӑл. - Анчах хӑш чухне вӗсем хӳтӗлев хатӗрӗсем, транспорт, апат-ҫимӗҫ ҫитменнипе тӗл пулаҫҫӗ. "Альянс-Авто" компанисен ушкӑнӗ ҫак ҫитменлӗхе пӗтерме пулӑшрӗ.

www.hypar.ru Фото cap.ru

Рубрика: 

Комментировать