Пенясене хальлĕхе шутламаççĕ, анчах — пăрахăçламаççĕ
Эпидеми лару-тăрăвне шута илсе халăха пулăшас тĕллевпе Чăваш энергосбыт компанийĕ коронавирус инфекцийĕпе кĕрешнĕ чухнехи тапхăрта 2021 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен потребительсен мĕн пур категорийĕ тĕлĕшпе электроэнергишĕн тӳлемелли парăмсемшĕн штраф санкцийĕсем — пенясем — шутласа палăртмĕ.
Çавăн пекех çулталăк вĕçлениччен республикăра пурăнакан парăмлă çынсене электроэнерги парса тăрассине те чармĕ. Çак йышăну юридици тытăмĕсене пырса тивмест.
— Хăшĕ-пĕри çак лару-тăрăва коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тӳлемесĕр пурăнмалли сăлтав вырăнне те хума пултарĕ, — терĕ ЧЭСКăн ĕç тăвакан директорĕ Александр Гончаров. — Мĕн пур потребителе яваплă пулма, электроэнергишĕн вăхăтра тӳлеме чĕнсе калатпăр. Шута илмелле: пĕтĕм тапхăршăн капланакан парăмсем пăрахăçланмаççĕ, пысăклансах пынă май кайран вĕсене татасси пушшех йывăр пулĕ. 2021 çул пуçламăшĕнчен тытăнса хальхи тапхăршăн та пенясене шыраса илĕпĕр.
Комментировать