ТО — шӳт мар

13 Апр, 2020

Паянхи канашлура Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ЧР Ял хуçалăх министерстви çак кунсенче «Гомсельмаш» тата «Россельмаш» компанисемпе килĕшӳ туни çинчен пĕлтерчĕ. Вĕсем пирĕн ял хуçалăх предприятийĕсене хăйсен техникине туянмашкăн 5% çăмăллăх параççĕ. «Россельмаш» енчен çу уйăхĕнче тата 5% йӳнĕрех пулĕ.

Çапла вара хуçалăхсем, фермерсем çу уйăхĕнче унăн техникине 10% чухлех йӳнĕрех туянма пултарĕç — çак майпа усă курма тăрăшмалла. Транспорт хатĕрĕсен техника тĕрĕслевĕ тĕлĕшпе çĕнĕлĕхсем вăя кĕреççĕ. Кун пирки транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Осипов пĕлтерчĕ. 4-10 çул каялла туса кăларнă çăмăл автомобильсене ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса икĕ çулта пĕрре транспорт тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла пулĕ, 10 çултан «ватăраххисене» — çуллен. Çĕнĕ машинăсене тĕрĕслемелле мар. Улшăнусем груз турттаракан, пассажирсене илсе çӳрекен транспорт тĕлĕшпе те пур. Транспорт тĕрĕслевĕн диагностика карттисĕр автомобильсемпе çӳренĕшĕн водительсене çирĕп явап тыттарĕç — 2 пин тенкĕлĕх штраф. Чăн та, инспекторсен çак санкципе кунне пĕр хутран ытла усă курма юрамасть. Паян пĕрре штрафларĕç тейĕпĕр, ыран çав водителе асăннă сăлтавпах тепре штрафлама вара нимĕн те чăрмантармасть.

Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕ пирки сăмах пуçарнă май калаçăва республикăн тĕп автоинспекторĕ Владимир Романов та хутшăнчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кăçал транспорт юсавсăррипе, çынсем руль умне ӳсĕрле ларнипе сăлтавланнă, пассажирсене илсе çӳрекен транспорт хутшăннипе пулнă аварисем нумайланнă. Транспорт тĕрĕслевĕ тенĕрен, диагностика линийĕсенче ĕçлекен экспертсен шутне пысăклатмалла. Пĕр автобуса тĕрĕслеме кăна 59-72 минут кирлĕ. Республикăра вара регистрациленĕ автотранспорт хатĕрĕсен шучĕ 362 пинрен те иртнĕ — ĕç калăпăшĕ пысăк. Çийĕнчен вăл çитес çул транспорт тĕрĕслевне ПАИ инспекторĕсем те хутшăнассине çирĕплетрĕ. Çакă, паллах, тĕрĕслев шанчăклăхне тивĕçтерме кирлĕ. Ку енĕпе диагностикăра фотофиксаци мелĕпе усă курни пулăшать — çак йĕркене те саккунпа çирĕплетнĕ. Чăн та, вăл та тулли гаранти памасть.

Владимир Осипов каланă тăрăх, малти айккинчи чӳречесене тĕксĕмлетнĕ автомобильсем ТО тухаймаççĕ. Анчах чееленекенсем пур: кантăка антарса фото ӳкереççĕ те — чăрмав çук. Çавăнпа ку енĕпе те тĕрĕслев çирĕпрех пулĕ.

Сăмах май тенĕ пек министр иртнĕ вырсарникун çулсем çинче пулнă лару-тăру пирки те каларĕ. Юр çуса лартрĕ вĕт. Улатăр, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Йĕпреç енче юр 14 сантиметр хулăнăш çунă, хăш-пĕр çĕрте — 18 сантиметр таранах. Çулсене пăхса тăракан организацисем лăш курмасăр ĕçленĕ: республика пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче 960 тонна хăйăрпа тăвар хутăшĕпе усă курнă, федераци çулĕсем çинче — 165 тонна. Çулсене хупăнма паман. Регион ертӳçи çулсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерес енĕпе тимлĕхе пысăклатмалли пирки асăрхаттарчĕ. Ӳсĕр водительсем тĕлĕшпе — пушшех. Правительствăн çул çӳрев хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен комиссине çынсем вилнипе çыхăннă кашни тĕслĕхе тĕплĕ тишкерме, авари сăлтавĕсене тĕпчесе вĕсене пĕтермешкĕн мерăсем йышăнма хушрĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать