Ӳсĕмлĕ бюджет

8 Апр, 2020

Кирек мĕнле пулсан та коронавирус ытти ыйтăва айккине сирмест — вĕсемпе те çине тăрса ĕçлемелле.

Финанс министрĕ Михаил Ноздряков республикăн 2019 çулхи бюджетне пурнăçланине çирĕплетекен саккун проекчĕпе паллаштарчĕ. Хысна тупăшĕ 58,7 миллиард тенкĕрен иртнĕ. Чăваш Енĕн пĕрлехи бюджечĕн тупăш калăпăшĕ вара 66,7 миллиард тенке яхăн пухăннă. Хамăрăн тупăш та, федераци бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар куçарнă укçа та палăрмаллах пысăкланнине палăртма кăмăллă — пĕтĕмпе 18% хушăннă. Мускав панă укçа вара 31% чухлех пысăкланнă.

Тăкаксене илес тĕк — нацпроектсене пурнăçлама янă укçа виçи пысăк — 15 миллиард тенкĕ: демографи, автоçулсем, вĕрентӳ валли. Бюджетăн 70% социаллă пурнăçпа культура сферине кайнă. Патшалăх парăмĕ /унăн тĕп пайĕ, 7 миллиард тенкĕ, федераци бюджетĕнчен илнĕ кредит/ палăрмаллах, 2,5 миллиард тенкĕ чухлĕ, пĕчĕкленнĕ.

Тепĕр саккун проекчĕ сиплемешкĕн федераци бюджетĕнчен укçа уйăрмалли чирсен списокне анлăлатассипе çыхăннă. Ăна та ырларĕç. Ку ыйту пин ытла çынна пырса тивнине кура Олег Николаев 147 миллион тенкĕлĕх тăкаксем республика бюджечĕ çинчен сирĕлсе Мускав полномочине куçнине пысăка хурса хакларĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать