Ача кĕтекен хĕрарăмсене пулăшма хатĕр
Коронавирус инфекцийĕ кирек хăш ӳсĕмри çынсене те ерме пултарать, çав шутрах — ача кĕтекен хĕрарăмсене те. Çакна шута илсех пирĕн республикăра Шупашкарти хула 1-мĕш клиника больницин 3-мĕш акушер стационарĕнче ача кĕтекен хĕрарăмсене йышăнмашкăн 54 вырăн йĕркеленĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев коронавирус сарăлассипе çыхăннă лару-тăрăва куллен тĕрĕслесе тăрать, медицина учрежденийĕсем чирлисене пулăшма мĕнле хатĕрленнипе кăсăкланать. Вăл паян 3-мĕш акушер стационарĕнче пулчĕ, унта пациентсене йышăнас тата медицина пулăшăвĕ кӳрес тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем тунипе паллашрĕ.
3-мĕш стационар уйрăм тăракан çуртра вырнаçнă. Хула 1-мĕш клиника больницин тĕп врачĕ Антонина Иванова пĕлтернĕ тăрăх — ку стационара ӳт температури пысăк тата ОРВИ палăрăмĕсем пур хĕрарăмсене, ача кĕтекенскерсене, илсе килмелле. Шупашкар хулинчен çеç мар, республикăн пĕтĕм кĕтесĕнчен килнисене йышăнмалла. Коронавирус мар-и тесе пуринне те анализ илĕç. Чирлĕ пациентсем валли уйрăм палатăсем, санитарипе процедура пӳлĕмĕсем, ача çуратмалли тата операци залĕсем хатĕрленĕ.
Олег Николаев 3-мĕш акушер стационарĕ çире пур хĕрарăмсене йышăнмашкăн тата медицина пулăшăвĕ кӳмешкĕн йĕркеленĕ условисемпе кăмăллă юлчĕ. «Пирĕн халăхăн тĕрлĕ ушкăнĕ валли койкăсем хатĕрлемелли çирĕплетнĕ план пур. Ку стационарта ача кĕтекен тата çуратакан хĕрарăмсене йышăнĕç. Инфекцие пула хăйсене япăх туйма пуçласан вĕсене специалистсем пахалăхлă медицина пулăшăвĕ кӳрĕç», — пĕлтерчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан. Вăл каланă тăрăх — республикăра коронавирус инфекцийĕ ернĕ çынсене Васкавлă медицина пулăшăвĕн, Çĕнĕ Шупашкарти хула больницисен инфекци уйрăмĕсенче йышăнма пултараççĕ. Çавăн пекех Шупашкарти хула 2-мĕш ача-пăча больницинче вырăнсем хатĕрленĕ. Хальлĕхе пĕтĕмпе — 300 ытла койка. Чăваш Енре койкăсен кирлĕ резервне хатĕрленĕ, ИВЛ аппарачĕсем çителĕклĕ, медицина хатĕрĕсен саппасне пысăклатас тĕлĕшпе мерăсем йышăнаççĕ.
www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментировать