Çулăм ял патне çывхарнă
Ĕнер Тăвай районĕнчи Çăлпуç ялĕ çывăхĕнче типĕ курăка çунтарни чутах пысăк инкекпе вĕçленмен.
Вут-çулăм ял патнех çывхарнă, икĕ масар патне çитнĕ, унти типĕ курăк та çуннă. Вырăна пушар машинисем çитнĕ. Çынсем те пысăк пулăшу кÿнĕ. Çулăм ял патне çитиччен 10 метр юличчен çĕре сухалама ĕлкĕрнĕ.
Палăртмалла: республикăра пушарпа кĕрешес тĕлĕшпе ятарлă режим вăя кĕнĕ. Çав-çавах унта та кунта типĕ курăка çунтарнă тĕслĕхсем пулаççĕ-ха. Ĕнер, сăмахран, Атăл леш енче те курăк çуннă.
www.hypar.ru Staticfiles.gorsite.ru/media сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать