Парӑмсем ҫав-ҫавах пысӑк

30 Мар, 2020

Правительствăн топливăпа энерги ресурсĕсемшĕн тӳлес ыйтусемпе ĕçлекен комиссийĕн протоколне мĕнле пурнăçлани çинчен строительство министрĕ Александр Героев каласа пачĕ.

Парăмсемпе çыхăннă çивĕч ыйтăва комиссин пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче сӳтсе явнăччĕ. Министр палăртнă тăрăх, унтанпа пысăк улшăнусем пулнă тееймĕн. Газшăн, электричествăшăн, ăшă энергийĕшĕн тӳлемелли парăмсем çав-çавах пысăк.

Газшăн, калăпăр, приставсем районсемпе хуласен администрацийĕсенчен, муниципалитетсен предприятийĕсенчен 186 миллион тенкĕ шыраса илнĕ. Çав шутран 5 миллион тенкĕ ытларах парăма татма мар, суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли сборшăн тӳлеме кайнă. Олег Алексеевич кунашкаллипе çырлахма юраманни пирки асăрхаттарчĕ: çак укçа та парăм шучĕпе кайни, паллах, лайăхрах пулатчĕ. Газовиксем «юншăн çунмаççĕ», анчах администрацисем ыйтăва татса парас енĕпе мерăсем йышăнманнине кура вĕсен ирĕксĕрех​ суд приставĕсем урлă ĕçлеме тивет.

Парăма газ сечĕсене Газпромăн кунти предприятине сутнин шучĕпе татмалли çул-йĕре хакланă май Александр Героев тĕрлĕ варианта тишкерни çинчен каларĕ. Республикăна парса тăракан газăн 70% транспортировкине пурнăçлакан сетьсене Газпрома сутассине прокуратура хирĕçленĕ. Сетьсен тепĕр пайĕ Чăвашгаз харпăрлăхĕнче. Çав пăрăхсене пама пулать, анчах пăрăхсене, ытти объекта хакламашкăн кирлĕ укçана ​ республикăн кăçалхи бюджетĕнче пăхса хăварман. Сăмах май, 2018 çулта сетьсене хакланă — 1,4 миллиард тенкĕлĕх. Унтанпа, паллах, хак улшăннă.

Олег Николаев Çĕмĕрлепе /парăмсемпе çыхăннă ыйту унта уйрăмах çивĕч/ çыхăннă концесси мелне вăраха ямасăр палăртмалли пирки пайăррăн асăрхаттарчĕ. Çак хулара ĕçе кĕртекен механизм ăнсан унпа ытти муниципалитетра та усă курма май пулĕ. Газ сечĕсен приватизацийĕ пирки каланă май вара вăл сăмах вĕсене Газпрома парассси е парас марри çинчен пыманнине палăртрĕ. Сетьсемпе малашне те хальчченхи пек хуçасăрла усă курсан вĕсене ĕçлеттереесси те иккĕленӳллĕ пулĕ: «Утă çинчи йытă пек: пăрăхĕсем пур, анчах вĕсем тăрăх газ пама юрамасть…»

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать