Çĕнĕ корпус çĕртме уйăхĕнче уçăлĕ

26 Мар, 2020

Çурта вăхăтра туса пĕтересси ăна çĕклекен кашни çын хăйĕн вырăнче пулнинчен, ĕçе юратса, пахалăхлă тата вăхăтра тунинчен нумай килет. Çакна паян Шупашкарти ачасен 2-мĕш больницинче пулнă хыççăн тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Гладков урамĕнчи 15-мĕш çуртра вырнаçнă стационар çуртне çĕнетес, хушма обьект çĕклес ĕç-хĕл епле пынипе паллашрĕ. Шупашкарти ачасен 2-мĕш больницин тĕп врачĕ Наталия Малова пĕлтернĕ тăрăх, ку сиплев çуртне 0-15 çулсенчи çамрăк пациентсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ валли тăваççĕ. Кунта республикăри мĕн пур районти пациентсем хальхи йышши условисенче сипленме пултарĕç. Сиплев учрежденине çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарĕç. Диагностикăна та çĕнĕлле тăвĕç. Кунта тăватă уйрăм пулĕ. Çав шутра бокс уйрăмĕ те. Кашни хутрах — 15-шер бокс. Йывăр чирлисене уйрăм алăксенчен илсе кĕртĕç стационара.

Сиплев учрежденийĕн çĕнĕ корпусĕ чирлисемшĕн хăйĕн алăкĕсене ака уйăхĕнче уçăмлла пулнă. Анчах паян кунта шалти юсав ĕçĕсем вĕçленмен-ха. «СМУ-115» ООО директорĕ Андрей Баринов пĕлтернĕ тăрăх, çакă хăй вăхăтĕнче проектпа смета документацине йĕркеллĕ туманнипе çыхăннă. Ăна Мускавсем хатĕрленĕ пулнă-мĕн. «Тÿрлетÿсем тунă хыççăн обьекта çу уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме тĕв тăватпăр. Çĕртме уйăхĕнчен вара вăл пĕчĕк пациентсене йышăнма пултарĕ», - палăртрĕ Андрей Михайлов. Хальхи вăхăтра кунта строительсем шалти монтаж ĕçĕсене тăваççĕ.

«Шел те, больницăн çĕнĕ корпусĕ палăртнă вăхăтра хута каяймасть. Çак йăлтах проектпа смета документацине япăх тунипе çыхăннă. Çавăнпа эпир хамăр ума тĕллев лартрăмăр. Малашне çакăн пек йăнăшсем ан пулччăр тесе тĕрлĕ енлĕ строительство ĕçĕсене йĕркелессине пĕр çĕре пухасшăн. Ÿлĕм проектсене тăвасси, строительство ĕçĕсене пăхса йĕркелесе пырасси — пĕр çĕрте, эксплоатацие кĕртесси тепĕр çĕрте пулать. Çакна йĕркелеме ЧР Строительство министерстви умĕнче тĕллевсем лартнă, çирĕплетнĕ. Çак ĕçе йĕркелеме ЧР Строительство министерстви хăйĕн тĕрлĕ службисене вăйлатмалла пулать. Вĕсем — пĕтĕмĕшле саккассене ертсе пыракан тата экспертиза службисем. Çак ĕçсене туса пĕтернĕ хыççăн, çывăх вăхăтрах проект ĕçĕсен пахалăхне çÿллĕ шая хăпартасшăн. Иккĕмĕш тĕллев — çавăн пек йăнăшсем сахалрах пулччăр тесе тăрăшасси», - палăртрĕ Олег Алексеевич.

Обьекта çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Александр Героев çитсе курчĕç.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

Рубрика: 

Комментировать