Лавккасене ватăсем ытларах çÿреççĕ

26 Мар, 2020

ЧР экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Иван Моторин республикăри лавкка сечĕсен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ.

Коронавируса пула республикăра кану центрĕсен ĕçне вăхăтлăха чарса лартнă тăк продукципе тата куллен кирлĕ таварпа тивĕçтерекен предприятисем, суту-илÿ центрĕсенчи апат-çимĕç лавккисем унчченхи йĕркепех ĕçлеççĕ. «Ритейл групп» сетĕн Атăлçи тăрăхĕнчи директорĕн заместителĕ Тимур Бамуллин каланă тăрăх, складсенче продукци çителĕклех, лавккасене кун сиктерсе çĕнĕ таварсемпе тивĕçтеретпĕр. «Унччен виçсе хатĕрленĕ тавар ытларах пулнă тăк, юлашки вăхăтра туянакансем хăйсемех виçсе илме пултараççĕ. Ватă çынсем валли уйрăм график йĕркеленĕ, вĕсене ирхине килме сĕннĕ», — терĕ вăл. Лавккасенче кашни кун дезинфекци тунине, анчах вĕсем çителĕксĕр пулнине пĕлтерчĕ. «Санар» лавкка сечĕсен управляющийĕ Лидия Рогальская каланă тăрăх, юлашки вăхăтра çынсем косервăланă продукцисем, уйрăмах тушенка, ытларах туянаççĕ. «Ватăсем нумаййăн килеççĕ. Выçлăх курнăскерсем таварсене çителĕклĕ илсе хума тăрăшаççĕ», — терĕ ертÿçĕ.

Чăвашпотребсоюз председателĕ Валерий Павлов пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра общепит предприятийĕсем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ. «Столовăйсемпе кафесене çын сахал çÿреме пуçланă, туй-юбилей ирттерме пăрахнă. Саккасçăсем заявкăсене каялла илеççĕ. Килте уяв йĕркелекен те нумай мар. Ĕç-пуç малашне те кунашкал пулчĕ тĕк çынсем ĕçсĕр тăрса юлас хăрушлăх пур», — пăшăрханчĕ Валерий Михайлович. Иван Моторин апат-çимĕçе киле çитерсе парас ĕçе йĕркелеме сĕнчĕ, ĕçсĕр тăрса юлаканнисене паташалăх пулăшăвĕ парассине пĕлтерчĕ. Предпринимательсем те тĕревсĕр юлмаççĕ, вĕсене çĕрпе тата имуществăпа усă курнăшăн тÿлессине каярах куçарассине палăртрĕ.

Шупашкарти çăкăр пĕçерекен 1-мĕш заводăн коммерци директорĕ Галина Иванова продукци кăларасси яланхи йĕркепех пынине, сентресем çинче çăкăр-булка çителĕклĕ пулнине, хаксене ÿстерменнине палăртрĕ. Сăмах май, министерство ĕçченĕсем апат-çимĕç хакĕсене тĕрĕслесех тăраççĕ. Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне аш консерви — 1 процент, пулă консерви — 0,9, ĕне тата сысна ашĕ — 0,9, чăх какайĕ — 1,1, услам çу — 0,8, тип çу — 2, çăмарта — 1,8, сахăр — 1,3, тăвар – 0,5, чей — 2,9, рис — 2,7, хуратул 0,9 процент ÿснĕ. Хуратул кĕрпи, пуçлă сухан, аш консерви, тĕтĕмленĕ кăлпасса ытларах туянма тытăннă. Çавăнпа хăшпĕр лавккасенче сентресем пушă пулнине сăнанă. Сăмахран, «Магнит» лавккасен сетĕнче таварсен калăпăшне 20-30 процент пысăклатнă. С.Мешкова предприниматель 30 тонна рис, 20 тонна хуратул илсе килнĕ.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Рубрика: 

Комментировать