Сунарçăсем саккуна пăснă

23 Мар, 2020

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ паянхи канашлура Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев чĕр чунсене хÿтĕлес ыйтупа сăмах илчĕ.

Чăваш Енре халь 1,6 пине яхăн пăшие, 934 хир качакине шута илнĕ. Хир сыснисем вара чылай сахалрах — 600 ытларах кăна. Çакна «тĕп эколог» республикăра сыснасен Африка мурĕнчен сыхланса хир сыснисен шутне чакармалли мерăсем йышăннипе сăлтавларĕ.

Рейдсем ирттернĕ май пĕлтĕр сунарçăсем саккуна пăснин 441 тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнине палăртрĕ. Тĕпрен илсен — административлă правăна пăснă тĕслĕхсем. Çапах преступленисем те пур — 3 уголовлă ĕç пуçарнă. Олег Николаев саккуна пăхăнман сунарçăсенчен штрафсене шыраса илесси «уксахланине» палăртрĕ — йĕркене хытарма хушрĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: 

Комментировать