Республикăра вăйлă çил алхасма пултарĕ

23 Мар, 2020

Синоптиксем республикăра çак кунсенче çанталăк пăсăласси пирки асăрхаттараççĕ. Чăваш Ен Гидрометцентрĕ пĕлтернĕ тăрăх, пуш уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче республикăри хăш-пĕр районта тата Шупашкарта çил вăйланĕ, çеккунтра 20 метр хăвăртлăхпа вĕçтерĕ.

Çанталăк пăсăлни транспорт ĕçне йывăрлатĕ, электричество линийĕсене татма тата лайăх çирĕплетмен конструкцисене аркатма пултарĕ.

Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕ çил вăйлансан пурне те электричество юписенчен, кăтарту паллисенчен, реклама вырăнĕсенчен тата строительствăри çӳллĕ техникăран пăрăнма, автомобиле те урăх вырăна лартма сĕнет.

Çăлав службин телефонĕ — "01" (кĕсье телефонĕнчен — "101").

www.hypar.ru Astrakhanfm.ru căн ÿкерчĕкĕ

Комментировать