Чăваш Енре уйăхри вăтам шалу виçи 30 пин тенке çывхарнă
Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче республикăри промышленноç производствин индексĕ 108,9% танлашнă. Ял хуçалăхĕн кăтартăвĕ – 100,5% шайĕнче. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра çулталăк пуçламăшĕнчи икĕ уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ май çак тата ытти цифрăна экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин пĕлтерчĕ.
Производствăна самай пысăклатнисен шутĕнче — «Трактор завочĕсем» концерн тытăмĕнчи предприятисем. Тракторсем туса кăларасси те ÿснĕ, вакунсен производстви вара иртнĕ çулхи икĕ уйăхринчен 20% чухлех пысăкланнă. Электротехника кластерĕн предприятийĕсем те кал-кал ĕçлеççĕ. Ял хуçалăхне илес тĕк — сĕт суса илесси самай хушăннă — 106%. Аш-какай туса илесси вара чакнă — 97%. Иван Борисович ĕç укçин кăтартăвне те асăнчĕ: уйăхри вăтам шалу 7,8% ÿссе 29,2 пин тенке çитнĕ.
Бюджетпа çыхăннă ĕç кăтартăвĕсемпе финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Бюджет тупăшĕ 9 миллиард тенкĕпе танлашнă. Хамăрăн тупăшсен виçи иртнĕ çулхи шайрах, федераци бюджетĕнчен паракан укçа вара 24% чухлех хушăннă. Çавна май, çирĕплетрĕ Михаил Геннадьевич, республика социаллă хÿтлĕхпе çыхăннă мĕн пур обязательствăна туллин пурнăçлать.
Николай КОНОВАЛОВ.
Комментировать