Хуçасăр йытăсене те тимлĕх кирлĕ

11 Мар, 2020

Правительство паянхи ларура хуçасăр чĕр чунсемпе ĕçлемелли, вĕсем валли приютсем уçмалли йĕркесене çирĕплетрĕ.

Республикăн патшалăх ветеринари службин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Викторов палăртнă тăрăх, хуçасăр чĕр чунсене приютсене вырнаçтарас, сиплес, стерилизацилес, маркăлас тĕлĕшпе уçăмлăх пулĕ. Тата — стерилизациленĕ хыççăн вĕсене тытнă вырăна каялла илсе килсе ярас тĕлĕшпе — кун пек йĕрке унччен пулман.

Çав вăхăтрах ял хуçалăх министрĕ чăрмавсене те пытармарĕ. Республика территорийĕнче хуçасăр йытăсем кăна 1,8 пин патнелле — Шупашкарти пĕртен-пĕр приют пурне те йышăнаймĕ. Районсенче вĕсем валли приютсем çав-çавах çук. Сергей Геннадьевич каланă тăрăх, вырăнсенчи влаçсем хăйсене «мĕн пулать-ха?» тенĕн тытаççĕ — приютсем уçма васкамаççĕ. Çавна май Лапсар тăкăрлăкĕнче пилот шайĕнче тума палăртнипе çыхăннă ĕçсене те пулин васкатни вырăнлă.

Çав вăхăтрах, тĕп ветеринар шучĕпе, кашни районтах приют уçни кирлĕ те мар. Хуçасăр йытăсене, çынсене хăрушлăх кÿменнисене, тытнă вырăнах каялла ямалли йĕрке ĕçлеме тытăнсан районсен пĕрлехи приючĕсене йĕркелени вырăнлă пулĕ — 3-4 приют та çитĕ.

Ветеринарипех çыхăннă тепĕр тема тавра та сăмах пулчĕ. Мускав утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса уйрăм çынсен выльăх-чĕрлĕхĕпе çыхăннă надзор полномочийĕсене регионсене пама хатĕрленет. Анчах халь республикăн ветеринари тытăмĕн йышне пĕчĕклетес ĕç пырать — 13 çынна чакармалла. Çавна май Сергей Артамонов та, Константин Викторов та кадрсене упраса хăварма ыйтрĕç — унсăрăн хайхи полномочисене пурнăçлас тĕлĕшпе чăрмавсем пуласси куçкĕрет. Олег Николаев вĕсене илтрĕ. Анчах полномочисене параççĕ пулсан вĕсене пурнăçламалли укçа та регионсене куçма тивĕç. Малтан çак саманта уçăмлатмалла, унтан кадрсем тĕлĕшпе те йышăну пулĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: 

Комментировать