Олег Николаевпа Николай Федоров библиотекăсенче вăй хуракансемпе тĕл пулчĕç

6 Мар, 2020

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тата РФ Федераци Канашĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Николай Федоров Чăваш наци библиотекинче республикăри библиотекăсенче вăй хуракансемпе тĕл пулчĕç. Тĕп калаçу Раççей Конституцийĕн ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртекен тÿрлетĕвĕсем тавра пычĕ.

Олег Алексеевич вулавăшсем самана таппинчен юлмасăр лайăх аталанса пынине палăртрĕ. Кĕнекепе туслă çын ыттисенчен ытларах пĕлет, тавракурăмĕ анлă, шухăшлавĕ тарăн. Библиотека вулакансене илемлĕ литература урлă тĕрлĕ сăнарсемпе туслаштарать, словарь, пособи тата ытти кĕнеке пулăшнипе хушма пĕлÿ парать кăна мар, куллен тухса тăракан пичет кăларăмĕсем килсе тăнипе çĕнĕ хыпарсемпе те паллаштарать. Ку чухне хаçат-журнала пурте çырăнса илеймест.

Раççей Конституцине халăх шухăш-кăмăлне шута илсе çĕнетме палăртнă. Тĕп саккунра ĕçе хисеплесси, тăван чĕлхене упраса хăварасси, ытти пирки те пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ тÿрлетÿсем пулĕç. Николай Васильевич Конституци чĕлхене кирек кам та хăйĕн ирĕкĕпе вĕренме кăмăл тунине гаранти пани çинчен каларĕ. Чăваш чĕлхине аталантарас ĕçре вулавăшсем пысăк тÿпе хывма тивĕçлĕ. Вĕсене модернизацилеме республикăра ятарлă программа йышăнмалла, патшалăхран пулăшу ыйтмалла.

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Рубрика: 

Комментировать