Автоаварие лекнисене мĕнле пулăшаççĕ?

28 Фев, 2020

Паян Кÿкеçри 41-мĕш пушар-çăлав чаçĕнче МЧС сотрудникĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Вĕсем автомобиль транспортĕнче пулнă синкерте аварипе çăлав ĕçĕсене хăйсем мĕнле пурнăçлама пултарнине кăтартса пачĕç.

Финал ăмăртăвне Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Канашри, Çĕмĕрлери, Вăрнарти пушар-çăлав чаçĕсен 8 команди хутшăнчĕ. Вĕсем пурте малтан ăмăртусен 2 тапхăрĕ витĕр тухнă. 4-шар çынран тăракан командăсем «аварие» лекнĕ автомобилĕн алăкне гидравлика хатĕрĕсемпе усă курса уçрĕç, унăн тăррине касса кăларчĕç. Инкекре «шар курнă» икĕ çынна машинăран кăларса пĕрремĕш пулăшу пачĕç. Судьясем командăсен ĕçне хакланă чухне хăвăртлăха çеç мар, ытти чылай фактора та шута илчĕç.

Шупашкарти пысăк пушарсене сÿнтерекен ятарлă пушар-çăлав чаçĕн пĕрлештернĕ команди «чи лайăххи» ята тивĕçрĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăнÿкерчĕкĕсем. 

Рубрика: 

Комментировать