Çĕнĕлĕхсемпе кăсăклансах паллашрĕç

27 Фев, 2020

Паян Регионсен хушшинчи «Çĕр улми — 2020» отрасль куравĕ Шупашкарти А.Николаев урамĕнчи «Николаевский» суту-илÿ комплексĕнче вун иккĕмĕш хут уçăлчĕ.

Ăна ирттерме Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви тата Çĕр улми союзĕ, спонсорсем пулăшнă. Республикăн ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Сергей Лисицын XII курава çĕршыври 24 регионтан çĕр улми туса илекен-сутакан, ăна лартмалли тата пухса кĕртмелли техника хатĕрлекен, «иккĕмĕш çăкăр» индустрийĕпе çыхăннă ытти организаци-предприяти, наука институчĕсен представителĕсем, Шупашкар çыннисем хутшăннине, курав ĕçленĕ кунсенче «Раççейре çĕр улми туса илесси: селекцири тата вăрлăх çитĕнтерес ĕçри çивĕч ыйтусем» темăпа ăслăлăхпа практика конференцийĕ пулассине пĕлтерчĕ.

— Кунта потребительсем ытларах ыйтакан çĕр улми сорчĕсемпе, пĕр-пĕрин ĕçри опычĕпе, «иккĕмĕш çăкăра» лартса çитĕнтермелли, упрамалли, унран апат-çимĕç хатĕрлемелли, ăна упаковкăламалли тата пĕр вырăнтан тепĕрне турттармалли çĕнĕ технологисемпе паллаштарĕç, — терĕ.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов курав уçăлнă май пурне те саламласа хула çыннисем унта хаваспах хутшăннине палăртрĕ.

— Эпĕ иртнĕ çулсенче ирттернĕ кашни кураврах пулнă, — терĕ. — Отрасль çĕнĕлĕхĕсемпе паллашнă. Лайăххине хальхинче те кăтартасса шанса тăратăп. Туяннă вăрлăха Шупашкарсем хăйсем пурăнакан çуртсем патне çитерме автотранспорт ярмăрккăрах тытма пултараççĕ.

А.Г.Лорх ячĕллĕ хуçалăхăн пĕтĕм Раççейри наука-тĕпчев институчĕн директорĕ Сергей Жевора ăслăлăхпа практика конференцийĕ тата семинарсем специалистсемшĕн кăна мар, хăнасемшĕн те интереслĕ пуласса çирĕп шанатăп терĕ, аграрисене ĕçре çитĕнÿсем тума ырă сунчĕ.

— Эпир сирĕнпе вун иккĕмĕш хут тĕл пулса çĕр улми туса илессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яватпăр, — сăмах каларĕ ЧР Ял хуçалăх министерствин «Агро-Инновацисем» хысна предприятийĕн директорĕ Николай Васильев. — Мероприятисене пĕтĕмлетсе хамăр ума çĕнĕ тĕллевсем лартăпăр. Мĕншĕн тесен çĕр улми производстви те, унран апат-çимĕç хатĕрлемелли меслетсем те çуллен улшăнаççĕ, пурнăçа çĕнĕ технологисемпе сортсем кĕреççĕ. Вĕсене сÿтсе явăпăр та малалла кайăпăр.

Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче курав малалла ĕçлĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментировать