Вăрçă паттăрĕсене республика та хавхалантарĕ

17 Фев, 2020

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне республика та хушма укçапа хавхалантарĕ — çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паян ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пĕлтерчĕ.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне паллă тăвас ыйтусене сÿтсе явнă май Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ тавра та сăмах пулчĕ те — Олег Николаев вăрçа хутшăннисене РФ Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн 75-шер пин тенкĕ тÿлеме йышăнни çинчен калаçу пуçарчĕ, ăна хăçан тÿлессипе кăсăкланчĕ. Ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Елизарова пĕлернĕ тăрăх, республикăра паян вăрçă инваличĕсен, вăрçа хутшăннисен йышĕ 434 çынпа танлашать. Асăннă тÿлеве вĕсене ака-çу уйăхĕсенче парĕç. Çавăн пекех паттăр ватăсем Пенси фончĕ урлă çуллен паракан, 10 пин тенкĕпе танлашакан тÿлеве те илĕç.

Алена Геннадьевна кăçал Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитни çинчен аса илтернĕ май асăннă категорие çак юбилей ячĕпе те хавхалантарни вырăнлине палăртрĕ — республика бюджетĕнчен укçа хушса вĕсене 25 пин тенкĕ тÿлессине пăхса тухма ыйтрĕ. Олег Николаев пуçарăва ырларĕ, Финанс министерствине тăкаксене бюджета тÿрлетнĕ чух шута илме сĕнчĕ. «Тĕп казначей» Михаил Ноздряков каланă тăрăх, асăннă тÿлев валли 11 миллион тенкĕ кирлĕ пулĕ, хыснара çак виçене «тупасси» чăрмавлă пулмассине çирĕплетрĕ.

Пенси фончĕн уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне тыл ветеранĕсене те укçан хавхалантарассине çирĕплетрĕ — 50-шар пин тенкĕ илĕç. Унашкаллисем — 10,5 пин çын. Вăл ку енĕпе ыйтусем пулассине чухлать. Çавăнпа уçăмлатрĕ: тÿлеве вăрçă çулĕсенче 6 уйăхран кая мар ĕçленисене е «Хастар ĕçшĕн» медальпе наградăланисене парĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: 

Комментировать