Çăхавсене йăнăшпа та çыраççĕ

14 Фев, 2020

Паян Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри управленийĕ иртсе кайнă çулталăкри ĕç-хĕле журналистсене пухса пĕтĕмлетрĕ. Управлени ертÿçи Вячеслав Борисов çăхавсен шучĕ юлашки виçĕ çулта вĕçĕмех сахалланнине пĕлтерчĕ. Чăн та, монополие хирĕç саккуна пăснипе çыхăннă заявленисен шучĕ пĕлтĕр 19 процент чакнă. Çапах та çакă кăлтăк шучĕ сахалланнине пĕлтерет тееймĕн. Тепĕр çăхавсене яваплă урăх службăсене ярса панипе çыхăннă вăл.

Патшалăхăн тата муниципалитетăн влаç органĕсем те монополипе çыхăннă саккунсене пăсаççĕ. Сăмахран, пассажирсене турттарассине йĕркелес ĕçре çитменлĕхсем çулсерен тупăнаççĕ. Апла пулсан, ку сфера конкурентлă пулса çитнĕ тесе çирĕплетеймĕн.

Йăлари хытă каяша турттаракан регион операторĕпе те ăнланманлăх самай сиксе тухнă. Турттаракан организацие суйланă чух вăл ятарлă конкурс ирттермен. Пĕр-пĕр организаципе тÿрремĕн килĕшÿ çырнă тĕслĕхсем те пулнă. Ятарлă конкурс ирттермеллине монополипе кĕрешекенсене судра çирĕплетсе пама тивнĕ. Кайран та йăлт йĕркеленсе кайман. Курттăммăн лот пĕлтерме тытăннă. Çавăн пек хăтланса пĕчĕк перевозчиксене сирсе хăварма пăхнă.

Тепĕр кăлтăк – предпринимательсене йăлари хытă каяшшăн нормативпа тÿлеттерни. Лешсем пысăк лаптăк йышăнсан тÿлевĕ те самай пухăнать. Калăпăр, музей. Унти экспонатсенчен йăлари каяш тухмасть-çке. Нормативпа е йăлари хытă каяш калăпăшне кура тÿлессине предпринимательсен хăйсен татса пама май пур. Регоператор вара хăйĕннех пенĕ. Каллех судра тавлашма тивнĕ. Унтан тата нумай хваттерлĕ çуртра вырнаçнă пĕр-пĕр организацие хака нормативпа шутласа пама хăтланнипе ăнланманлăх сиксе тухнă.

Вячеслав Борисов ытти тĕслĕхе те самай илсе пачĕ, журналистсен тĕрлĕ ыйтăвне уçăмлатрĕ.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ. 

Рубрика: 

Комментировать