Ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ

7 Фев, 2020

„Влаç, бизнес тата общество наци проекчĕсене пурнăçлас енĕпе пĕрле çыхăнса ĕçлессин механизмĕсем“ — шăпах çак ятпа паян Раççей Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн Раççей академийĕн /РАНХиГС/ Шупашкарти филиалĕнче Пĕтĕм Раççейри ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ.

Пĕтĕм Раççейри ăслăлăх-практика конференцине РАНХиГСăн Шупашкарти филиалĕнче кашни çулах йĕркелеççĕ, тĕпрен илсен — Раççей наука кунĕ умĕн. Унта кăçал та, ытти чухнехи пекех, Чăваш Енри тата ытти регионти ăслăлăх пĕрлĕхĕн представителĕсем, патшалăх тата муниципалитет влаçĕн органĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Конференцин пленарлă ларăвне РАНХиГСăн Шупашкарти филиалĕн директорĕ Игорь Голышев уçрĕ. Вăл çавăн пекех хăй ертсе пыракан вĕренÿ заведенийĕ наци проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн кадрсем хатĕрлес енĕпе мĕнле ĕçлени пирки каласа кăтартрĕ. ЧР экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ — проект ĕçĕ-хĕлĕпе регион программисен пайĕн пуçлăхĕ Екатерина Кузьмина Чăваш Республикинче наци проекчĕсен тĕллевĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă мероприятисен 2019 çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Регион программисем пĕлтĕр ăнăçлă ĕçленине пĕлтерчĕ. ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатин ертÿçи Игорь Кустарин бизнес тата влаç наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пĕр-пĕринпе мĕнле çыхăнса ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ.

Пленарлă лару хыççăн ăслăлăх-практика конференцине килнисем секцисене пайланса ĕçлерĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментировать