Иркутск чăвашĕсем лармана пухăннă

4 Фев, 2020

Иркутск тăрăхĕнчи йăхташăмăрсем Зима районĕнчи Новолетники салинче ларма йăлине кăтартни çинчен пĕлтереççĕ.

Чăваш çи-пуçĕллĕ хăнасем 83-ри Мария Сергеевăн хапхинчен шакканă. Ăш пиллĕ хĕрарăм вĕсене чăваш сăрипе кĕтсе илнĕ. Лармана килнисем пÿрт кĕтесĕсене тырăпа пăрçа сапнă май кил хуçисене сывлăх суннă. Йăла тăрăх хăнасене сĕтел хушшине лартнă. Мария Павловна ятарласах кукăль пĕçернĕ, тăварланă хăяр, кăмпа кăларнă. Чăвашсем тупмалли юмах тупсăмне шыранă, ваттисен сăмахĕсене аса илнĕ, вылянă, пĕр-пĕрне парнесемпе хавхалантарнă. Кайран чăваш хĕрарăмĕсем Елизавета Кабаевăн килне кĕрсе тухнă. Унта пурте пĕрле такмакласа юрланă.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Иркутск чăвашĕсен "Одноклассники" сайта лартнă сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментировать