Шкул юсама халăхран укçа пухаççĕ
Юлашки çулсенче хута кайнă пуçаруллă бюджет программи нумай ял-салана хăтлăлатма май пачĕ. Клуб çĕклемелле-и, ача-пăча лапамĕ уçмалла-и… — çынсем хăйсен кĕсйинчен укçа-тенкĕ пухса ĕçе пуçăнма хирĕç мар. Паллах, ытларах пайне патшалăх уйăрать.
Инициативлă бюджет мелĕпе кăçал Шупашкарти 5 шкулта юсав ирттерме палăртнă. Тĕп хула мэрийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 45-мĕш шкулта спорт лапамне йĕркелĕç, 44-мĕш лицейра икĕ енчи крыльцасене çĕнетĕç, 39-мĕш шкулта юсав ирттерĕç. 2, 56-мĕш шкулсенче санитари пÿлĕмĕсене, спортзала юсамалла.
Ку ĕçсем валли республика тата район бюджечĕсенчен 13 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Унсăр пуçне 8-15% унта пурăнакан çынсем хăйсем хывĕç.
Алина ИЗМАН. https://yandex.ee сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать