Çамрăк çемьесене — пулăшу
2020 çулта «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн шайĕнче çамрăк çемьесене çурт-йĕр туянма тата хăпартма пулăшас тĕллевпе 287 млн тенкĕлĕх социаллă тÿлев пăхса хунă. Вĕсенчен 147,2 млн тенке — федераци, 100 млн тенке — республика, 39,8 млн тенке — вырăнти бюджетсенчен уйăрĕç.
Нухрата муниципалитетсен хушшинче пайланă. Çамрăк çемьесене социаллă тÿлеве тивĕçнине çирĕплетекен документа ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен парса пĕтермелле.
Вера ШУМИЛОВА. Чăваш Республикин Строительство министерствин сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.
Комментировать