Ырă ĕç ырăлăх çуратать

24 Дек, 2019

Паян Правительство çуртĕнче Ырă ĕç тăвассине аталантарас тĕлĕшпе ЧП Пуçлăхĕ çумĕнче ĕçлекен канашăн ларăвĕ иртрĕ.

Канашлу ĕçне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Михаил Васильевич ырă ĕç тăвакансем /волонтерсем/ пирки ăшă сăмах нумай каларĕ. Залра вĕсем те пуррине шута илсе çапла хушса хучĕ: «Тавах сире, çамрăксем, ырă ĕçĕрсемшĕн, — терĕ вăл. — Çитес çул çĕршывра — Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ. Сире валли ĕçсем татах хушăнĕç, Çĕнтерÿ кунне, вилĕмсĕр полк йĕркелеме, ветерансене уява явăçтарма пулăшасса шанатпăр».

Республикăра ырă ĕç тăвассине аталантарассипе çыхăннă мероприятисене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пурнăçланакан ĕçсем çинчен ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов пĕлтерчĕ.

Республикăри «Çамрăксен пуçарулăхĕн центрĕн» ĕçĕ-хĕлĕпе унăн директорĕ Юлия Аланова паллаштарчĕ.

Чăваш Енри ырă ĕç тăвакансен ытти пĕрлĕхĕн кăçалхи ĕçĕсем тата 2020 çулти тĕллевĕсем çинчен вĕсен ертÿçисем каласа кăтăртрĕç.

Юлашкинчен республикăри чи хастар волонтерсене ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен министрествисен Тав хучĕсемпе чысларĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментировать