Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене "тÿрĕ лини" вăхăтĕнче хуравларĕ

4 Дек, 2019

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене Наци радиовĕнчи тата "Тăван радиори" "тÿрĕ лини" вăхăтĕнче хуравларĕ. "Тÿрĕ лини"  хальхинче çĕнĕ форматпа иртрĕ: микрофон умĕнче "Хыпар" тата "Советская Чувашия" журналисчĕсем те пулчĕç.

Михаил Васильевич пулăшнипе ыйту татăласса шанакансем йышлă пулчĕç. Пурне те эфира кăларма ĕлкĕреймессине пĕлсе-туйса тăнăран ĕнтĕ асăннă МИХсем çынсен ыйтăвĕсене маларахах йышăнма пуçларĕç. Виçĕ кунта 130 ытла ыйту пуçтарăннă. 1 сехет те 20 минут хушшинче республика ертÿçи 23 ыйтăва хуравласа ĕлкĕрчĕ. Уйрăмах ăнăçуллисем тата çине тăрса шăнкăравлакансем "тÿрĕ лини" вăхăтĕнчех Михаил Игнатьевпа çыхăнма пултарчĕç. 

Халăха яланхиллех тĕрлĕ ыйту хумхантарать. Республика бюджечĕпе çыхăннисенчен тытăнса ялта туса илекен пахча çимĕçе епле сутасси, ялта шыв башнисемпе пăрăхĕсем кивелни таранах хуравларĕ Михаил Васильевич. Çĕрпÿ районĕнчи Апакассинчи хастарсем хăйсен сумлă ентешĕн А. Орлов-Шуçăм композиторăн палăкне ялта лартма ĕмĕтленеççĕ. Çак ĕçе республика хысни шучĕпе пурнăçлама май çук-ши теççĕ вĕсем. Михаил Игнатьев ятлă-сумлă çынсене сума сумаллине, вĕсене хисеп тумаллине татăклăнах палăртнă май Апакасси ял çыннисен шухăшне ырласа йышăнчĕ. Палăксене хысна шучĕпе лартаймăн. Анчах вырăнти пуçарусене тĕпе хурса пурнăçлакан программăпа усă курма май пур. Тепĕр майлă каласан, пĕр пайне - тĕрлĕ усламçă, бюджет мар ытти çăл куçран пухнă тупрапа саплаштарма, теприне бюджетран илме пулать. 

Чăваш Ен Пуçлăхĕн хуравĕсемпе "Хыпар" хаçатăн çитес номерĕнче тĕплĕнрех паллаштарăпăр. "Тÿрĕ эфир" вăхăтĕнче янăраман ыйтусене те яваплă ведомствăсене çитернĕ. Вĕсем çывăх вăхăтра уçăмлатма тивĕç. Çакна эпир шантарсах калама пултаратпăр. Сăмах май каласан, пирĕн пата килнĕ ыйтусенчен пĕрне уçăмлатас тĕллевпе полицин Елчĕк районĕнчи пайĕнчен шăнкăравларĕç те ĕнтĕ. Унта сăмах Тăрăм ялĕнче пĕр çын пуçтахланни, ун тĕлĕшпе тивĕçлĕ мера йышăнма ыйтнипе çыхăннăччĕ. 

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. www.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Рубрика: 

Комментировать