«Çавра сĕтел»: Ют чĕлхепе экзамен тытмалла-и?

27 Ноя, 2019

Çак ыйту тавра калаçрĕç паян ЧР Вĕрентÿ институтĕнче. Унта ют чĕлхене патшалăхăн тĕп экзаменне кĕртес тĕлĕшпе «çавра сĕтел» иртрĕ.

Калаçăва РФ Патшалăх Думин депутачĕ, вĕрентÿ тата наука енĕпе ĕçлекен комитет членĕ Алена Аршинова, ют чĕлхе вĕрентекенсем, институт ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Аса илтеретпĕр, 2022 çултан пуçласа вăтам шкултан /сăмах 11-мĕш классем пирки пырать/ вĕренсе тухакан пур çамрăка та ют чĕлхепе экзамен тыттарма палăртнă.

— Манăн шухăшпа, çакна тума иртерех. Пирĕн шкул ачисем, шел те, ют чĕлхе вĕренме васкамаççĕ. Манăн та ача чухне ют чĕлхене вĕренес килместчĕ. Çапах анне хавхалантарса пыни мана вĕренме пулăшрĕ. Хальхи вăхăтра ют чĕлхе пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ, вăл çынна пысăк çитĕнÿсем тума май парать, — терĕ Алена Игоревна.

Светлана Николаева, ют чĕлхе вĕрентекен /Вăрмар районĕ/:

Ют чĕлхе вĕренесси ялти шкулсенче яланах йывăррăн пулса пынă. Экзамен пирки сăмах пуçарсан ачасен те, ашшĕ-амăшĕн те çÿç-пуç вирелле тăрать. Экзамен, паллах, ют чĕлхене лайăхрах вĕренме хистет, анчах ППЭрен хăраса 9 класс хыççăнах шкултан тухса каякансен шучĕ тата ÿсме пултарать.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментировать