Республика Пуçлăхĕ дружинниксемпе тĕл пулчĕ

26 Ноя, 2019

Право хуралĕн органĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл — общество хăрушсăрлăхне сыхласси. Çак тивĕçе пурнăçлама вĕсене халăх дружинникĕсем хастар пулăшаççĕ.

Совет саманинчи паха çак йăла çĕнĕрен вăй илсе пырать. Хальхи вăхăтра халăх дружинисем республикăри кашни муниципалитетрах йĕркеленнĕ. Вăрнар районĕнче акă 2015 çултанпа çак ĕç ăнăçлă пурнăçланса пырать. Халăх дружинин ретĕнче хальхи вăхăтра 15 çын тăрать. «Районта иртекен пысăк мероприятисен вăхăтĕнче йĕркене сыхлатпăр, ÇÇХПИ ĕçченĕсемпе пĕрле рейдсене тухатпăр, ăнăçсăр çемьесемпе туса пыракан профилактика ĕçне хутшăнатпăр», — каласа кăтартрĕ Елена Голубцова. Хирпуç, Çĕрпел ял тăрăхĕсенче çар учетне йĕркелесе пыраканскер дружинăра 2018 çулхи ака уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă вăл. Çав вăхăтрах — депутат та. «Ман пата çынсем темĕн тĕрлĕ ыйтупа та килеççĕ. Унта такам çапăçать, вăл е ку килте харкашу тапраннă е тата кÿршĕсем тем пайлайман… Çĕрле-и, кăнтăрла-и — пăхмаççĕ, шăнкăравлаççĕ. Тухса чупатăп вара. Манăн телефон номерĕ кашни çынрах пур пулĕ», — терĕ Елена Петровна.

Чăнах та, тăрăшуллăскер пур çĕре те ĕлкĕрет. Ахальтен мар вăл Вăрнар районĕнче «Чи лайăх халăх дружинникĕ» ята тивĕçнĕ. Сăмах май, муниципалитетсенчи чи лайăх дружиннике конкурс ирттерсе палăртасси ырă йăла пулса тăчĕ ĕнтĕ. Кăçалхи çĕнтерÿçĕсене чÿкĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта чысларĕç. Паян вĕсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче тĕл пулчĕ, дружинниксем полицин участок уполномоченнăйĕсемпе, патруль-пост тата çул-йĕр патруль службин ĕçченĕсемпе пĕрле общество йĕркине сыхлас енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тунине палăртрĕ, шаннă тивĕçсене çÿллĕ шайра туса пынăшăн тав турĕ.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментировать