Уяв: «Пире юратчăр тата хисеплеччĕр»

8 Ноя, 2019

Полици кунĕ тĕлне йĕркелĕх хуралçисемшĕн чăннипех пысăк парне пулчĕ: Чăваш Енĕн шалти ĕçсен министерствин автопаркĕ çĕнĕ 15 автомобильпе пуянланчĕ.

Эрнекун ШĔМĕн Шупашкарти Логинов урамĕнчи çурчĕ умĕнче Виктор Шметков министр автомобильсен уççисене вĕсен хуçисене пачĕ. Кашнинех шÿтлесе асăрхаттарчĕ: «Пĕр шăйрăксăр усă курмалла пултăр. Çулталăкран смотр ирттерĕпĕр — автомобильсем тĕрĕс-тĕкел пулнине тĕрĕслĕпĕр». Шÿтлемесĕр калас пулсан вара, иккĕленмест генерал, çак транспорт хатĕрĕсем хуласемпе урамсенчи йĕркелĕхе сыхлас, çынсен хăрушăсăрлăхне тивĕçтерес ĕçе пысăк усă кÿрĕç.

Пĕтĕмпе теçетке çурă машина терĕмĕр. Пĕри, «Газон Next» автофургон, конвой служби валли, тепринпе, УАЗ микроавтобуспа, Çĕмĕрле полицийĕ усă курĕ. Ыттисем — çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн подразделенийĕсем валли: 10 «Шкода—Октавия» тата такăр мар çулсене те тиркемен 3 «УАЗ—Патриот». «Шкодăсемпе» тĕп хулари тата ятарлă батальонсем, федераци автоçулĕсем çинчи йĕркелĕхшĕн те яваплăскерсем, усă курĕç, УАЗсемпе – автоинспекцин Шупашкарти тата Çĕмĕрле, Вăрмар районĕсенчи уйрăмĕсем.

ПАИ управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов пĕлтернĕ тăрăх, çак транспорт хатĕрĕсем республикăна федерацин çулсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетмелли программипе, «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» нацпроектпа килĕшÿллĕн килнĕ. Автоинспекци автопаркне çĕнетсех пырать, ку ĕç нацпроектпа килĕшÿллĕн 2024 çулчченех тăсăлĕ. Çитес çул тата 37 автомобиль килмелле. Владимир Геннадьевич çак транспорт хатĕрĕсем шăпах патрульпе пост служби валли меллĕ пулнине пайăррăн палăртрĕ:

— Мĕн кирли пĕтĕмпех пур: заводранах тулли комплект килет — видеорегистратор таранах. Автомобиль гаража таврăннă май тивĕçлĕ кăтартусем онлайн мелпе тÿрех тивĕçлĕ базăна куçаççĕ — кун каçа мĕн ĕçлени пĕтĕмпех паллă. Унччен ку енĕпе машинăсене хамăрăн тивĕçтерме тиветчĕ. Çыхăну хатĕрĕсем те — цифра технологийĕсене тĕпе хунăскерсем: пирĕн сотрудниксен служба тивĕçĕсене пурнăçлассипе çыхăннă калаçăвне «айккинчи» çынсем итлеймеççĕ — çакă та пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Çавăнпа хакĕ те пур: «Шкодăсем», эпир пĕлнĕ тăрăх, 1,8 миллиаон, УАЗсем 1,3 миллион тенкĕ ытла тăраççĕ. Лаша вăйĕ те, ытти те — тивĕçлĕ нормативсемпе килĕшÿллĕ. «Йĕркене пăсма пултаракан çынсем çак автомобильсене курса пирĕн инспекторсене юратчăр, хисеплеччĕр…» — шÿтлерĕ тĕп инспектор.

Паллах, Полици кунĕ çак пулăмпа кăна асра юлмĕ. Каç кÿлĕм йĕркелĕх хуралçисем Оперăпа балет театрне пухăнчĕç — професси уявĕ ячĕпе саламсем йышăнчĕç. Тата, паллах, наградăсем пулчĕç — йĕркелĕхпе хăрушсăрлăха тепĕр чух хăйсен пурнăçне хĕрхенмесĕр сыхлакан çынсем тав сăмахне чăннипех тивĕç.

* «Çĕнĕ автомобиль сире служба тивĕçĕсене тата тухăçлăрах пурнăçлама пулăштăр», — ырă сунать Виктор Шметков министр.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. ЧР ШĔМĕн пресс-службин сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментировать