Чыслав: ĕçне кура хисепĕ

1 Ноя, 2019

Республика хастар та харсăр, пуçаруллă та пултаруллă çыннисемпе мухтанма тивĕçлĕ. Унашкаллисем пирĕн — пин-пин. Пĕрисем ача-пăчана пĕлÿ параççĕ, теприсем сывлăх хуралĕнче тăрăшаççĕ, виççĕмĕшсем пурăнмалли çурт-йĕр çĕклеççĕ. Хальхинче вара Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен отрасльте вăй хуракансен пĕр ушкăнне патшалăх наградисемпе чысларĕ.

Мероприятие çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов хутшăнчĕç.

Михаил Васильевич республикăри ял ĕçченĕсем ячĕпе ырă сăмах нумай каларĕ. Вĕсен ырми-канми ĕçĕ куç умĕнчех: выльăх-чĕрлĕх çитĕнтереççĕ, аш-какай туса илеççĕ, тĕш-тырă, пахча çимĕç ÿстереççĕ. Хамăр валли кăна мар, сутмалăх та пур. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх Чăваш Енри аграрисем туса кăларакан продукци Европăна, АПШна, Канадăна, Китая ăсатăнать.

«Ĕçне кура хисепĕ, — терĕ республика ертÿçи. — Эпир сире, Чăваш Енĕн агропромышленноç хуçалăхĕнче вăй хуракан пултаруллă ывăл-хĕрĕн пĕр ушкăнне, пысăк наградăсемпе чыслама пухăнтăмăр».

Çак чыса тĕрлĕ районти хуçалăхсен тракторист-машинисчĕсем, водителĕсем, машинăпа сĕт сăвакан операторсем, зоотехниксем тата ыттисем тивĕçрĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментировать