Халăх искусстви – наци пуянлăхĕ
Çакăн пек ятпа паян ЧР Художниксен союзĕн çуртĕнче регионсен хушшинчи курав уçăлчĕ.
«Халăх формачĕ. Халăх искусстви — наци пуянлăхĕ» проект — халăх искусстви енĕпе ĕçлекен художниксен куçса çÿрекен куравĕ. Халăх ÿнер промыслине сыхласа хăварса малалла аталантарас тĕлĕшпе йĕркеленĕскер Вăтам Атăл тăрăхĕнчи çак хуласенче — Чулхулара, Хусанта, Саранскра, Йошкар-Олара, Шупашкарта — иртĕ.
Проект тĕллевĕ — наци традици культурисене аталантарасси. Куравăн никĕсĕнче — Чулхула облаçĕнчи ÿнерçĕсен произведенийĕсем. Кашни хуларах курав вырăнти художниксен, проекта хутшăнакансен ĕçĕсемпе, пуянланĕ.
Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментировать