Çĕнĕ завод хутă кайĕ

24 Окт, 2019

Сивĕтекен оборудованисем кăларакан завода Канашри индустри паркĕнче Çĕнĕ çул умĕн уçма хатĕрленеççĕ.

Производство 14 пин тăваткал метр йышăнать. Малтанхи вăхăтра унта 60 çын ĕçлĕ, каярахпа унта ĕçлекенсен йышĕ икĕ хут ÿсĕ. Завод представителĕ пĕлтĕрнĕ тăрăх - хальлĕхе 200 ытла резюме йышăннă. Çак çынсем пурте Канаш районĕнчен, чылайăшĕ ытти регионсене ĕçлеме çÿрекенскерсем. Вĕсем завод уçăласса кĕтеççĕ. "Пирĕн хăçан каялла таврăнмалла пулать?" - тесе шăнкăравлаççĕ урăх хулана ĕçлеме тухса каяс умĕн.

"Хамăр çынсем валли ĕç вырăнĕсем туса пани савăнтарать, - палăртрĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Паян Канаш районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă май индустри паркĕнчи лару-тăрупа та паллашрĕ вăл. - Хăйсен шухăш-ĕмĕчĕсене усăллă проектсене çавăракансене хисеплетпĕр, аталанма майсем туса пама тăрăшатпăр".

Хальхи вăхăтра, сăмах май, Канашри индустри паркĕнче ултă резидент ĕçлеме хатĕр. Вĕсенчен чылайăшĕ аякран килнĕскерсем, чăваш çĕрĕнче хăйсен ĕçне пуçарма хатĕрленнĕскерсем.

www.hypar.ru

Валентина  БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментировать