Тĕп пуянлăх — ĕç çынни
Чăваш Ен пултаруллă, пуçаруллă, харсăр та хастар çынсемпе чăннипех те мăнаçланма пултарать. Çакăн пеккисем республикăра — çĕр-çĕр. Ĕнер маттур йышăн пĕр ушкăнне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче патшалăх наградисемпе чысларĕ.
Акă ЧР Пуçлăхĕн Тавне тивĕçнĕ Алина Матвеева Çĕнĕ Шупашкарти 22-мĕш «Журавленок» ача садĕнче 30 çул ытла ĕçлет. Алла диплом илсен вырнаçнă та паян кунчченех вăл — воспитатель. «Ачасемсĕр пĕр кун та пурăнаймастăп. Вĕсен кашни çитĕнĕвĕ чун-чĕрене савăнтарать. Пĕчĕкскерсем тăрăшнине кура тата та хастартарах пулас, вăй-хала шеллемесĕр ĕçлес килет», — тет пултаруллă педагог. Çамрăк ăру — çутă пуласлăх. Вĕсене пĕчĕкрен Тăван çĕршыва юратма, унăн ырлăхĕпе тăнăçлăхĕшĕн тăрăшма вĕрентни патшалăха вăйлатать, çирĕплетет. Парахатарлă çак ĕçре педагогсен тÿпи вара уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна Михаил Игнатьев та палăртрĕ: «Сирĕн тĕслĕх çамрăк ăрăва чăн-чăн патриотсене çитĕнтерме май парать».
…Пысăк чыса тивĕçнисен йышĕнче — тĕрлĕ професси çыннисем, тĕрлĕ ÿсĕмрисем, тĕрлĕ отрасльте вăй хуракансем. Вĕсене хăйсен ĕçне чунпа парăнни пĕрлештерсе тăрать. «Хăвăрăн пултарулăхпа, тăрăшулăхпа эсир çитĕнÿсем тăватăр. Малашне те çÿлтен çÿле хăпарассине шансах тăратăп. Сирĕнтен кашни — лайăххисенчен лайăххи, кашни уйрăм тав сăмахне тивĕç. Сирĕн çитĕнÿсен никĕсне Тăван çĕршыва юратни, тăван халăха ырлăх кÿрессишĕн тăрăшни çирĕплетни пирки пачах та иккĕленместĕп», — палăртрĕ Михаил Игнатьев савăнăçлă уява пухăннисене саламланă май. Унтан Михаил Васильевич республикăн социаллă-экономика аталанăвĕ, РФ Президенчĕ патшалăх влаç органĕсен умне лартакан тĕллевсем çинчен те каласа кăтартрĕ.
Çĕртмен 1-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрремĕш канал «Пĕрремĕш пул!» ыр кăмăллăх акцине йĕркеленĕччĕ. Республикăри ĕç çыннисем ун чухне те хăйсем маттур пулнине çирĕплетрĕç: çĕршыв шайĕнчи мероприятие ăнăçлă хатĕрленсе ирттерчĕç. Юбилейлă 100-мĕш çăмăл атлетика чемпионатне те Чăваш Ен çÿллĕ шайра йĕркелерĕ. «Çавна май пире 101-мĕшне те ирттерме шанчĕç. Хăнасем нумайччен ырă сăмахсем каларĕç. Паллă çак пулăма пурнăçа кĕртме хутшăннисене пурне те чунтан тав тăватăп», — терĕ Михаил Игнатьев. Ĕнерхи уявра çĕршыв, республика историйĕнче тарăн йĕр хăварнă спорт уявне, çавăн пекех «Пĕрремĕш пул!» акцие ăнăçлă йĕркелеме хутшăннисене те патшалăх наградисемпе чысларĕç.
«Республика халăхĕ вăй-халне пĕрлештерсе этем капиталĕпе — обществăн кашни членĕн ăс-тăнĕпе, пĕлĕвĕпе, ăсталăхĕпе — усă курса малалла ăнăçлă аталанма пултарнине кăтартать. Кашни çын — хăйне евĕрлĕ çутă тĕслĕх. Вăл пĕрлехи ĕçе хывакан тÿпе пысăк хисепе тивĕç. Паянхи наградăсемпе чăннипех те мухтанма пултаратăр», — терĕ Михаил Игнатьев Чăваш Еншĕн ĕç çынни пысăк пуянлăх пулнине палăртса.
Комментировать