Аркатма çăмăл…
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура çул-йĕр фончĕн укçипе мĕнле усă курнипе транспорт министрĕ Александр Николаев паллаштарчĕ.
Фонд калăпăшĕ кăçал 5279 миллион тенкĕпе танлашать. Хальлĕхе касса енĕпе пурнăçланă виçе 2 миллиард тенкĕрен кăшт кăна иртнĕ. Алекандр Михайлович çулсем çинче фото-, видеофиксаци приборĕсем вырнаçтарас енĕпе пысăк ĕç пурнăçланине палăртрĕ — 999 миллион тенкĕлĕх. Чăвашупрдорăн асăннă комплексĕсен шучĕ халь 200-пе танлашать. Çывăх вăхăтра тата 37 комплекс ĕçлесе каймалла. Çулсен 126 километр тăршшĕ сыпăкĕсене юсанă. Тата — 76 картиш территорине, унта пыракан 10 çула. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ 13 километр çул тунă.
Федераци шайĕнчи «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» программăпа пурнăçланă тата пурнăçлакан ĕç калăпăшĕ те пысăк. Хальлĕхе çулсен 69 километр тăршшĕ сыпăкĕсене хута янă, анчах ĕçлемелли тата нумай-ха. Çав шутра — Шупашкар районĕнче Кÿкеç—Колешша çула реконструкцилесси. Ăна чÿк уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле хута ямалла.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев Вăрмар районĕнче аслă çула юсанă май муниципалитет шайĕнчи автоçула аркатса пĕтерни çинчен сăмах пуçарчĕ. Çул юсакансен йывăр транспорчĕ çав çулпа çÿрет те — ун йывăрăш валли туман асфальт тÿсеймест, тĕпренет. Александр Николаев ку ыйтăва тишкерме шантарчĕ, арканнă çула подряд организацийĕн шучĕпе йĕркене кĕртес енĕпе мерăсем йышăнассине çирĕплетрĕ.
Кунашкалли хальччен пулман мар. Михаил Игнатьев хăй вăхăтĕнче Етĕрне районĕнче çул юсакан организацие унăн йывăр техники аркатнă сыпăка юсаттарнине аса илтерчĕ. Тимлĕх те кирлĕ. Муниципалитет шайĕнчи «черчен» çулсем çине йывăр техника кĕме юраманнине кăтартакан паллăсем çакмалла. Унсăрăн айăплисем «эпир пĕлмен» тесе тÿрре тухма пăхĕç, вĕсене явап тыттарасси те кăткăсланĕ.
Çулсем тавра калаçу пуçарнă май Михаил Васильевич ку ыйтусемпе Чулхулара та калаçу пулнине палăртрĕ. Раççейĕн тăватă хули патĕнче федераци çулĕсемпе иртекен транспорт валли тавра çулсем тума палăртнă. Списокра — Владимир, Гороховец, Чулхула тата Шупашкар. Çавна май республика Пуçлăхĕ тĕп хула ертÿлĕхне Шупашкарта тума палăртнă çĕнĕ çурма ункă-çул проектне çав тавра çулпа «çураçтармалли» çинчен асăрхаттарчĕ.
М-7, А-151 çулсен реконструкцийĕн ыйтăвĕ вара çав-çавах тавлашуллă-ха. Европа — Хĕвел анăç Китай çул строительстви тĕлĕшпе те уçăмсăрлăх нумай, анчах унăн Канаш—Хусан сыпăкне тума пуçласси икĕленÿсĕр. Канашранах çул Самар еннелле юпленмелле. Ĕçсем — çĕр-çĕр миллиард тенкĕлĕх, çавна май Михаил Васильевич республикăри çул-йĕр оорганизацийĕсен вĕсене пурнăçлама хутшăнасссипе, строительствăна хăйăрпа, ыттипе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене татса памашкăн халех хатĕрленмелли çинчен асăрхаттарчĕ. Çав çул йышăнмалли çĕр лаптăкĕсен харпăрлăх ыйтăвĕсем тĕлĕшпе те тимлĕх кирлĕ, вĕсене сутас енĕпе чарусем палăртмалла.
Комментировать