Пирĕннисем — виççĕмĕш

16 Сен, 2019

Çак кунсенче Оренбургра «Атăлçи зарници» çарпа спорт вăййисем иртнĕ. Унта регион шайĕнче мала тухнă çамрăк армеецсен 14 команди вăй виçнĕ. Ачасем стройпа утассипе, Калашников автоматне сÿтсе пуçтарассипе, 60 метра чупассипе, граната ывăтассипе, пăшалтан перессипе, чăрмавсене парăнтарассипе тата ытти енпе тупăшнă.

Чăваш Ен чысне çăмăл мар ăмăртура Шупашкарти 2-мĕш шкул команди хÿтĕленĕ. Маттурсем 15 номинацирен 7-шĕнче малти вырăнсене йышăннă. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх çакă паллă: ентешсем — 3-мĕш. Удмурт республикин çамрăкĕсем — 2-мĕш, кил хуçисем 1-мĕш пулнă. Малти вырăна тивĕçнĕ команда «Çĕнтерÿ» çарпа патриот вăййисен финалĕнче федерацин Атăлçи тăрăхĕн чысне хÿтĕлĕ.

Çамрăк армеецсен вăййисене хупнă çĕре РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи тăрăхĕн полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Владимир Колчин хутшăннă, пур командăна РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи тăрăхĕн полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ячĕпе саламланă, парнесемпе чысланă.

Рубрика: 

Комментировать