Хусанта çамрăк профессионалсен чемпионачĕ уçăлчĕ

23 Авг, 2019

Çак кунсенче Хусанта тĕнче шайĕнчи уяв иртет, хула кĕрлесе тăрать. Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Хусан-Арена» стадионта професси ăсталахĕн WorldSkills чемпионачĕ уçалнă. 63 çĕршывран вун-вун команда килсе çитнĕ, вĕсем хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн çăлтăрсем. Халĕ хăйсен пултарулахĕпе тĕнчене паллаштарма вăхăт çитрĕ.

40 пин вырнаçакан стадион Раççейре пĕлтĕр уçнă футбол енĕпе тĕнче чемпионатне е 2013 çулти Универсиадăна аса илтернĕ. Çавăн пекех чаплă, асамлă иртнĕ вăл. Шоу-программăн тĕп теми – ĕç профессийĕсем. Сăмахран, сцена çинчех, çăкăр пĕçернĕ.

Йĕрке тăрăх, WorldSkills ăмăртăвĕнче пĕр хутчен кăна хутшăнма май пур, çавăнпа ăстасемшен профессире чи лайăххи пулнине кăтартмашкăн ку пĕртен пĕр шанăç тесен те юрать.

Церемони, Олимп вăййисенчи пекех, тĕрлĕ çĕршыв командисем утса тухнипе пуçланнă. Раççей командине халăх ура çине тăрса кĕтсе илнĕ. Тĕрлĕ наци çыннинчен тăракан пирĕн команда – чи пысăкки. Унта 25 регионти  çамрăксем кĕнĕ. Вăл шутра Чăваш Енрен те пур. Пурте вĕсем медальшĕн кĕрешеççĕ.

Ĕç тумĕ вырăнне – официаллă костюм. Анчах нумайлаха мар. Правительство ертÿçипе тĕл пулмашкăн çес. Спортри евĕр кунсерен сехечĕ-сехечĕпе тренировкăсем иртеççĕ. Ĕçе май пур таран пахалăхлă, вăхăта сая ямасăр пурнăçламалла.

«Тренировкăра эпир тăватă сехетре пурнăçламалли ĕçе 2 сехетре вĕçлетпĕр. Хăвартлăх питĕ пĕлтерĕшлĕ, вăхăтшăн балл хушса параççĕ», - палăртать чемпионата хутшанакан Никита Гвоздев.

WorldSkills юхăма Раççей нумай пулмасть кăна кĕнĕ – 2013 çулта. Ун чухне пĕтĕмĕшле медальсен шучĕпе юлашки вырăн, 41-мĕш, йышăннă. 2017 çулта Абу-Дабире иртнĕ ăмăртура пирĕн пĕрлештернĕ команда пиллĕкмĕш йĕркене хăпарма пултарнă.

Дмитрий Медведев WorldSkills International президенчĕпе Саймон Барклипе тĕл пулнă май Раççее пысăк хисеп туса чемпионата Хусанта ирттерме май панăшăн тав тунă.

56 компетенци. 1,5 пине яхăн хутшăнакан. Вĕсем кашниех кам машина чи лайăх юсама, тĕрлĕ блюдо пĕçерме, плитка хума, штукатурка тума, ханасене йышăнма, мобильлĕ сарăмсем (приложение) çырма… пултарнине çирĕплетĕç.

Хусан ку чемпионата 4 çул хатĕрленнĕ. Ăмăртăва Тутарстанри 15 çамрăк хутшăнĕ. Çурлан 27-мĕшĕнче чемпионат хупăнĕ, çентерÿçĕсене ун чухне палăртĕç.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН. Https://worldskills2019.com сайтри сăн ÿкерчĕксем.

Рубрика: 

Комментировать