Шупашкарта «Юмахсен каруççелĕ» çаврăнать

21 Авг, 2019

Паян Чăваш патшалăх пукане театрĕнче Пĕтĕм Раççейри «Юмахсен каруççелĕ» фестиваль уçăлчĕ.

Шупашкара 7 çĕршывран тата 14 регионтан 25 коллектив килсе çитнĕ. Фестиваль чăваш пуканеçисем ЧР Пуçлăхĕн гранчĕпе Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн хайлавĕ тăрăх лартнă «Кăвакарчăн» спектакльпе пуçланчĕ.

Фестивале пухăннисен умĕнче ЧР культура министрĕ Константин Яковлев тата ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Юрий Кислов тухса калаçрĕç. «Эсир пирĕн тăрăха ăшă илсе килтĕр. Эсир куракансене çутăлăх, тасалăх, ырăлăх парнелетĕр. Ача-пăча тĕнчине савăнăçпа, кулăпа, телейпе пуянлататăр», — терĕ Константин Геннадьевич.

Пукане театрĕсем 5 кунра чăваш театрĕн сцени çинче, культура институтĕнче, Мускав çыранĕнче наци спектаклĕсем кăтартаççĕ. Сусăр ачасем валли «Эпир пурте тĕрлĕрен» фестиваль иртет. Коллективсем ача-пăча больницисенче, реабилитаци центрĕсенче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментировать