Кашни пус пĕлтерĕшлĕ

16 Авг, 2019

Кăçалхи, 23-мĕш, «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ 6 миллион ытла тенкĕ пухнă.

Паян тĕп хулари «Малютка» ача çуртĕнче марафона пĕтĕмлетрĕç. Çак ятпа йĕркеленĕ уява ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Кислов, ыттисем хутшăнчĕç.

«Çыннăн хăйĕн вăйĕ çитмесен ăна ыттисем пулăшаççĕ. Чăваш халăхĕн çакнашкал ырă йăла пур. Юлашки пилĕк çулта «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон 40 миллион ытла тенкĕ пухрĕ. Кашни пус пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ ача патне кайĕ. Ырă çак ĕçе хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿссех пынине палăртма уйрăмах кăмăллă. Пурне те пысăк тав», — терĕ Юрий Васильев. Вăл ырă кăмăллă çынсене çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьев ятĕнчен тав турĕ.

«Раççей ача-пăча фончĕ» общество организацийĕн чăваш регион уйрăмĕн ертÿçи Елена Ярославцева пĕлтернĕ тăрăх — кăçалхи марафона уйрăмах Шупашкарти «3-мĕш стройтрест» акционерсен пĕрлĕхĕ, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕ, Чăвашпотребсоюз, «Автофургон» предприяти, ыттисем пысăк тÿпе хывнă. Уявра пухмача нумай укçа хунă «3-мĕш стройтрестăн» генеральнăй директорне Валерий Семенова «Ачалăх меценачĕ» медальпе чысларĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментировать