Çамрăк футболистсене Санкт-Петербург кĕтет

12 Авг, 2019

Физкультурниксен кунĕнче ача-пăча картиш футбол фестивалĕн регионри тапхăрĕн финалĕ иртнĕ. Унта республикăри 2005 çулта çуралнă ачасен чи вăйлă 8 команди вăй виçнĕ. Матчсем «Олимпийский» стадионра иртнĕ.

Çамрăк футболистсене РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Михаил Богаратов, Шупашкар хулин пуçлăхĕн çумĕ Николай Владимиров çĕнтерÿ патне ăнтăлма вăй-хал, чăтăмлăх, ăнăçу суннă.

Фестиваль 3 тапхăрпа иртнĕ. Малтанах чи маттур картиш футбол командисене муниципалитетсен шайĕнче палăртнă. Регион шайĕнчи тапхăрта арçын ачасен 23 тата хĕр ачасен 9 команди вăй виçнĕ. Чи вăр-варрисем — 8 команда — финалта тĕл пулнă. Çăмăл мар кĕрешÿре Тăвай районĕнчи «Аль» /арçын ачасен команди/ тата Шупашкарти «Профсоюз-61» /хĕрачасен команди/ пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарма тивĕçнĕ. Вĕсем çурла уйăхĕн вĕçĕнче Санкт-Петербургра иртекен Пĕтĕм Раççейри ача-пăча футбол картиш фестивалĕнче республика чысне хÿтĕлĕç.

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА. 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать