Каяшсемшĕн тÿлемелли парăм – 300 млн тенкĕ
Республикăра коммуналлă хытă каяшсене турттарса тухассине çав-çавах мĕн пур ялта йĕркелемен-ха, вĕсене пухмалли вырăнсене те йĕркелесе çитермен, котейнерсем çителĕксĕр. Çак ыйтусем тавра тунтикун ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ларăвĕнче çивĕч калаçу пулчĕ.
Строительство министрĕ Алексей Грищенко республикăри ял-хулара каяшсене пухма 18,6 пин ытла контейнер вырнаçтарнине çирĕплетрĕ. Тата 12 пин кирлĕ. Мускаври пĕр компанипе контракт тунă ĕнтĕ, çывăх вăхăтрах контейнерсем килме пуçламалла. Пирвайхи партие Вăрнар районĕнче вырнаçтарĕç. Çакăн валли Чăваш Ен бюджетĕнчен 87 млн тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех регион операторĕ, каяшсене турттарса тухакан организацисем те хăйсен тÿпине хываççĕ.
Шел те, каяшсене пачах илсе тухман ялсем те пур-ха — вĕсем инçетре вырнаçнă, кĕрсе тухма йывăр. Тепĕр тесен, ытти йывăрлăх та пур. «Экоцентр» компани ертÿçи Виктор Лагуновский чăрмавсен шутĕнче каяшсене пухмалли вырăнсем патне пымалли çулсене кирлĕ пек йĕркелеменнине, çав площадкăсем хĕсĕккине, ыттине асăнчĕ. Çапах компани хальлĕхе каяшсемшĕн укçа пухассине тĕпе хурать. Çак кăтарту лайăхланса пыни палăрать. Çĕртме уйăхĕнче ăна 92% çитерни халăх çак ĕç пĕлтерĕшне ăнланса пынине çирĕплетет. Апла пулин те каяшсене пухма пуçланăранпа капланнă парăм пысăк — 300 миллион тенкĕ патнелле.
Çавна май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та районсен администрацийĕсен ертÿçисене çынсемпе ку енĕпе ăнлантару ĕçне анлăн йĕркелеме чĕнсе каларĕ. Хулара çынсем тÿлеççĕ-ха, ялсенче вара каяшсемшĕн тăкакланма хăнăхман та — кăмăлсăррисем пур. Çавăнпах хăш-пĕр районта укçа пухассин пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ 30-40% шайĕнче кăна. Михаил Васильевич кунашкал ĕçпе çырлахма юраманни пирки хытарсах каларĕ.
Çут çанталăка сыхлакан Шупашкар прокурорĕ Ирина Бородина та каяшсене пухассипе çыхăннă йĕркесĕрлĕх тĕслĕхĕсене асăнчĕ. Саккунпа çыхăннă çĕнĕлĕхсене пула халь тĕрлĕ ăпăр-тапăра санкцилемен вырăнсене тухса пăрахнă тĕслĕхсемпе явап тыттарнин тĕслĕхĕсем те сахалланнă. Унччен вырăнти администраци яваплă пулнă та — протоколсене «тĕрки-тĕркипе çырнă», халь вара çак яваплăха тÿрреммĕнех каяшсене тухса пăрахакан çине куçарнă — çакă, паллах, тĕрĕс, анчах айплисем тĕлĕшпе заявленисем çукпа пĕрех. Вĕсене шыраса аппаланас килмест пулинех…
Ирина Михайловна тепĕр самант çинче те пусăм турĕ: йĕркесĕр пĕр-пĕр тĕслĕх пирки унта та кунта çыраççĕ, кăтартаççĕ, анчах çав йĕркесĕрлĕхе пĕтерни çинчен кайран никам та шарламсть. Кунашкал «çылăх» Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн сайчĕшĕн те кăтартуллă-мĕн. Çавăнпа прокурор хайхи йĕркесĕрлĕхе кăклани çинчен пĕлтермешкĕн ятарлă электрон ресурсĕ кирлĕ тесе шутлать.
Калаçăва вĕçленĕ май Михаил Игнатьев районсемпе хуласен администрацийĕсен канашлăва видеоконференци мелĕпе хутшăннă пуçлăхĕсенчен тÿррĕн ыйтрĕ: «Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне каяшсене пухмалли вырăнсене кам йĕркелесе çитереймест? Чăрмавсем пулсан — халь пĕлтерĕр». Сас паракансем тупăнмарĕç. Эппин, çитес уйăх пуçламăшĕ тĕлне пур çĕрте те асăннă ĕçе вĕçлемелле — ун чухне тÿрре тухма тăни текех килĕшÿллĕ пулмĕ. Анчах влаçсемшĕн хытă каяшсен теми çакăнпа кăна вĕçленмест-ха. «Тепĕр утăм — каяшсене уйрăммăн пухма пуçласси», — пухăннисене каяшсен ыйтăвĕпе малалла ĕçлеме тивесси пирки асăрхаттарса каларĕ Михаил Игнатьев.
Канашлура çавăн пекех экстремизмпа кĕрешмелли стратегие мĕнле пурнăçланине, алимент парăмĕсене чакарассипе çыхăннă ĕçе тишкерсе хакларĕç, ытти ыйтăва пăхса тухрĕç.
Николай КОНОВАЛОВ.
Комментировать