Çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ пуçланчĕ

24 Июл, 2019

Паян Шупашкарти "Олимпийский" стадионта çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемионачĕ пуçланчĕ. Юбилейлĕ 100-мĕш ăмăртăвăн историйĕ 1908 çулта çырăнма тытăннă. Пĕрремĕш чемпионат Санкт-Петербургра иртнĕ. Ун чухне тупăшăва 45 спортсмен хутшăннă.
Сумлă ăмăртăва Шупашкар 7-мĕш хут йышăнчĕ. Пĕрремĕшĕ 2002 çулта иртнĕ. Раççейри чи вăйлă атлетсем юлашки хут Чăваш Ене 2016 çулта пуçтарăннăччĕ. Чăваш çĕрĕ тĕнчери чи сумлă турнирсенче палăрнă спортсменсене çул уçса панă. Юрий Борзаковский, Анна Чичерова, Иван Ухов тата паллă ытти атлет Шупашкарта иртнĕ чемпионатра çĕнтерсе Олимп вăййисене хутшăнма тивĕç пулнă. Кăçал та Чăваш Ене 72 регионтан 731 спортсмен килсе çитнĕ.
Чемпионат валли çĕнетнĕ стадионта вĕсем тĕрлĕ дистанцире чупас, сикес, тĕрлĕ снаряд ывăтас енĕпе вăй виçеççĕ. Пирĕн республика чысне 22 атлет хÿтĕлет. Анжелика Сидорова, Татьяна Архипова, Екатерина Ишова, Александр Новиков, Елена Наговицына тата ыттисем старта тухĕç.
Спорт уявне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, РФ çăмăл атлетика федерацийĕн вицепрезиденчĕ - çĕршывăн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский, ЧР спорт министрĕ Михаил Богаратов, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕсем Елена Николаевăпа Валентина Егорова хутшăнчĕç. Вĕсем спортсменсене ăнăçу сунчĕç.

www.hypar.ru

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем...

Андрей МИХАЙЛОВ. 

Рубрика: 

Комментировать