Пăрачкав тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче çур çула пĕтĕмлетрĕç
Паян ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Пăрачкав тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕ.
Чи малтан Иван Борисович Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе йышăннă «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Пăрачкав сали çывăхĕнчи Сăр урлă хывнă кĕпере епле юсанипе паллашрĕ. 455 метр тăршшĕ кĕпере 1970 çултах хута янă. Унтанпа вăл самаях йăшнă. Карлăкĕ аран тытăнса тăрать, сăвай юписем çинче те çурăлнă вырăнсем пур, бетон пайĕсем кĕпертен уйрăлса çакăнса тăраççĕ, ытти те. Çынсене те, 10 тоннăран йывăртарах автомашинăсене те кĕпер урлă каçса çÿреме чарнă. Тĕп юсав ĕçĕсем кăçал пуçланнă, 2020 çулта вĕçленмелле. Юсав мĕнле пынипе «СК-Волга» тулли мар яваплă общество гендиректорĕн заместителĕ Юрий Скрипилин каласа кăтартрĕ.
Иван Моторин Хĕрлĕ Чутайра вăтам шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленнипе кăсăкланчĕ. Кунта пĕлÿ çурчĕн тăррине улăштараççĕ.
Иван Борисович ертсе пынипе районсенче кăçалхи пĕрремĕш çур çулĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç, çулталăк вĕçленичченхи тĕллевсене палăртрĕç. Райадминистраци пуçлăхĕсен Евгений Лебедев тата Александр Башкиров доклачĕсене итленĕ май Иван Борисович çакна палăртрĕ: «Пĕтĕмлетÿре наци проекчĕсене пурнăçа кĕртни пĕлтерĕшлĕ». Çавăнпа вĕсем çинче ытларах чарăнса тăма сĕнчĕ.
Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем...
Валентин ГРИГОРЬЕВ.
Комментировать