Анжелика Сидорова Лондонра çĕнтернĕ

23 Июл, 2019

Çăмăл атлетикăн Раççейри 100-мĕш чемпионачĕ умĕн пирĕн ентеш Анжелика Сидорова Лондонри «Бриллиантовая лигăн» 10-мĕш тапхăрĕнче шăчăпа сиксе çĕнтернĕ.

Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусем эрне вĕçĕнче иртнĕ. Анжелика Сидорова 4 метр та 75 сантиметр кăтартупа грек хĕрĕнчен Екатерина Стефанидирен ирттернĕ. Екатерина иккĕмĕш пулса тăнă. Виçççĕмĕш вырăна 4,65 кăтартупа британи хĕрĕ Холли Брэдшоу тивĕçнĕ.

Аса илме, Раççей ăмăртăвĕсенче Анжелика Сидорова икĕ регион — Мускав тата Чăваш Ен — чысне хÿтĕлет. Ыран Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе иртекен Раççей ăмăртăвĕнче Светлана Абрамовăн вĕренекенĕ Чăваш Еншĕн тупăшĕ.

Шупашкара тепĕр хут тулли кăмăлпа килетĕп. Хăнана тарават хулана, стадиона юрататăп! Кунти халăх çăмăл атлетикăна юратать, эпир те çитĕнÿсемпе савăнтарма тăрăшатпăр. Ăмăрту — юбилейлă, çавăнпа спортсменсемшĕн те, куракансемшĕн те кăсăклă та савăнăçлă пуласса шанатăп. Маншăн ку — тĕнче чемпионатне хатĕрленмешкĕн пĕтĕмлетÿ, çавăнпа çÿллĕ сикес килет! — çапла пĕлтернĕ Анжелика Сидорова çăмăл атлетикăн Пĕтĕм Раççейри федерацийĕн пресс-службине.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментировать