Савăнăçлă лару-тăрура диплом пачĕç

12 Июл, 2019

«Вĕренÿ вăхăчĕ — кашни çын пурнăçĕнчи чи телейлĕ тапхăрсенчен пĕри. Паян эсир диплом илетĕр. Сирĕн малашлăхăр çутă, çулăр яланах такăр пултăр», — терĕ паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн Раççей академийĕн /РАНХиГС/ Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухакансене диплом панă май.

Михаил Игнатьев малтан филиалăн йышăну комиссийĕн ĕçĕпе паллашрĕ. Аслă шкула вĕренме кĕрес тĕллевпе документсем паракан çамрăксенчен вĕсем мĕншĕн шăпах çак заведение суйласа илнине ыйтса пĕлчĕ. Регион Пуçлăхĕ çавăн пекех библиотекăна, спорт залне кĕрсе курчĕ.

Чыслав акт залĕнче иртрĕ. Унта çын йышлă пухăннă: диплом илекен çамрăксем, вĕсен çывăх çыннисем, преподавательсем. Вĕренÿ заведенийĕн директорĕ Игорь Голышев Шупашкарти филиала уçнăранпа кăçал 20 çул çитнине, вăл РАНХиГС тытăмĕнче /пĕтĕмпе 60 яхăн филиал/ чи лайăххисенчен пĕри пулнине палăртрĕ.

Михаил Игнатьев диплом илме хатĕрленекенсене темиçе ыйтăва хуравлама сĕнчĕ: «Эсир укçа ĕçлесе илме хатĕр-и?», «Вĕреннĕ вăхăтрах ĕçе вырнаçнисем пур-и сирĕн хушăра?», «Кам хальхи вăхăтра ĕç шырать?» Çамрăксен хушшинче ĕçе вырнаçнисем те, ĕç шыракансем те пур. Регион Пуçлăхĕ тĕп вырăнта яланах ĕçе юратни пулмалла терĕ. Хĕрсемпе каччăсене пурне те пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупма сĕнчĕ. Тата яланах чăн-чăн патриотсем пулма ăнăçу сунчĕ.

Палăртса хăвармалла: Шупашкарти филиала пĕтерекенсен пысăк пайĕ хăйсен специальноçĕпех патшалăх тата муниципалитет управленийĕн органĕсенче ĕçлеççĕ. Çав йышра — ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, муниципалитет районĕсен пуçлăхĕсем, патшалăх влаçĕн тĕрлĕ шайри ертÿçисем.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментировать